Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кредитпа усă курса

16 апреля 2016 г.

 

Черетлĕ ял хуçалăх çулĕн тăваттăмĕш уйăхĕ пынă май иртнĕ çулхи ĕçсене пăхса кăçалхи аталану çулне палăртни - çĕр ĕçĕнчи хуçалла утăм. Пĕлтĕр килти хушма хуçалăха аталантарма районта пурăнакансем пĕтĕмпе 197 çăмăллатнă кредита 36 миллион та 627 пин тенкĕлĕх илнĕ. Перекет банкĕнчен çăмăллăх илнисем пур пулсан та, ытларахăшĕ (125 кредит) çакăнта Раççейри ял хуçалăх банкĕн пулăшăвĕпе усă курнă. Çапла вара ял хуçалăх банкне суйласа илнисем иртнĕ çул патшалăх пулăшнипе выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ĕрчетме вите-сарай тунă, ĕнесем, вăкăрсем, сурăхсемпе хур-кăвакал туяннă. Аталану çулне пĕрре суйласа илнисем кăçал та хăйсен ĕç-хĕлне сÿнме памасса шанас килет.

Халĕ вара ыйту тухса тăрать: килти хушма хуçалăха аталантармалли çăмăллатнă кредита кам илме пултарать;

Патшалăхăн çак пулăшăвĕпе усă курас текенсен малтанах хăйсен килти хушма хуçалăхĕ пулмалла. Çакăнта çул уçă пулсан çăмăллатнă кредитсемпе выльăх-чĕрлĕх тата ăна усрама кирлĕ оборудовани, ял хуçалăх продукцине тирпейлемелли хатĕр-хĕтĕр туянма, выльăх-чĕрлĕх тытмалли вите-сарай тума тата юсама, вĕсенче реконструкци ĕçĕсем пурнăçлама усă курма юрать. Килти хушма хуçалăха аталантарма паракан çак кредитсемпех ял çыннисем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене харпăрлăха туяннă чух тата яллă вырăнта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ мар ĕçсене аталантарма усă курма та пултараççĕ.

Ĕçлес текене патшалăх пулăшни куç умĕнче - кредитшăн тÿлемелли процент ставкине бюджетран саплаштараççĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика