16 апреля 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Конституци сучĕ нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха капиталлă юсама взноссем пухни саккунлă пулни пирки кăçалхи апрелĕн 12-мĕшĕнче йышăну турĕ. Ку йышăну пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ Владимир НИКИТИН комментари пама килĕшрĕ:
- РФ Патшалăх Думин депутачĕсен ушкăнĕ çĕршывра нумай хваттерлĕ çуртсенчи капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме взнос пухассин йĕркине саккунлă мар тесе йышăнма ыйтса Раççей Федерацийĕн Конституци судне çăхавпа тухнăччĕ. Çавна май Конституци сучĕ "хăйĕн сăмахне каличчен" капиталлă юсавшăн тÿлемелле е тÿлемелле мар тесе иккĕленсе тăракансем пирĕн районти нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хушшинче те тупăнкаларĕç пулĕ. Халĕ вара çирĕплетсех калама пулать - Конституци сучĕн йышăнăвĕ пур, пĕтĕмпех саккунлă, апла пулсан нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен пĕрлехи харпăрлăхри пурлăха капиталлă юсама уйăхсерен взноссене тÿлемех тивет.
Анчах та суд хăш-пĕр асăрхаттарусем туса хăварчĕ. Капиталлă юсав ĕçĕсем пирки калакан саккунăн уйрăм статйисене тÿрлетÿсем кĕртме сĕннĕ. Суд палăртнă тăрăх, взноссем пухассин системине пуриншĕн те курăмлăрах тата уçăрах тумалла.
Суд материалĕсенчен çакă курăнать. Асăннă система Конституцие хирĕçлемест. Мĕншĕн тесен пухăннă укçа-тенкĕне кая хăвармасăр юсав ĕçĕсем туса ирттермелли çуртсем валли çийĕнчех уйăрма май туса парать.
Судра палăртнă тăрăх, капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелли нумай хваттерлĕ çуртсен черетне ку е вăл çурт мĕнле шайра пулнине объективлă хак парса çирĕплетни кирлĕ.
Çавна каласа хăварасшăн. Капиталлă юсавшăн взнос пухассине пăрахăçласси пирки çăхавпа Конституци судне 2015 çулхи кĕркунне РФ Патшалăх Думин депутачĕсен ушкăнĕ тухнăччĕ. Вĕсен шучĕпе капиталлă юсавшăн взнос пухни вăл урăх нимĕн те мар, черетлĕ налук кăна, ăна çирĕплетни саккунпа килĕшсе тăмасть тата граждансен прависене пăсать. Анчах та Конституци сучĕ ку шухăш тĕрĕс пулманнине çирĕплетрĕ.
Сăмах май, пирĕн районпа илес пулсан, капиталлă юсав ĕçĕсене çавна валли пухнă взноссемпе усă курса иртнĕ çул Муркашри Октябре 50 çул урамри 36-мĕшпе 42-мĕш тата Восточная урамри 6-мĕш çуртсенче, Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 1-мĕшпе 5-мĕш çуртсенче туса ирттерме май килчĕ. Кăçал юсав ĕçĕсене пурнăçлама пăхнă объектсем шутĕнче Москакассинчи Зеленая урамри 1-мĕш, Муркашри Октябре 50 çул урамри 44 а тата Восточная урамри 6-мĕш, Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 12-мĕш çуртсем.
Кунсăр пуçне 2016 - 2017 çулсенчи капиталлă юсав ĕçĕсен программине малтанласа кĕртнĕ çуртсем те пур. Кусем Москакассинчи Зеленая урамри 1-мĕшпе 3-мĕш тата 7-мĕш, Муркашри Октябре 50 çул урамри 40-мĕш тата Парковая урамри 1-мĕш, çавăн пекех Мăн Сĕнтĕрти Мичурин урамĕнчи 10-мĕш çуртсем. Анчах та ку çуртсем пирки асăрхаттарса çавна каласа хăварнă пулăттăм. Енчен те асăннă çуртсенче пурăнакансенчен капиталлă юсав ĕçĕсем тума взнос пухасси 80 процентран каярах пулсан, вĕсене программăран кăларса пăрахма та пултарĕç. Çавăнпа та нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен кашниех ăнлануллă пуласса шанас килет. Çурчĕ пĕрлехи пулсан яваплăхĕ те кашнийĕнех пулмалла.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.