Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте активлă хутшăнар

20 апреля 2016 г.

 

Çурхи кунсем çитсе килнĕ май тавралăха, территорисене тасатса типейлессин ыйтăвĕсем малти вырăна тухаççĕ. Хĕл кунĕсенче юр айне пулса пынă мĕнпур тасамарлăх çиле тухрĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та пурне те активлă хутшăнтарса çак тапхăрта субботниксем йĕркелесси, çÿп-çапа пухса тиесе ăсатасси пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Умра вара пысăк уявсем - Çуркуннепе ĕç уявĕ, Мăнкун, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ. Унччен ку тĕлĕшпе пурин те çине тăрса ĕçлес пулать.

Тасалăхпа тирпейлĕх ыйтăвĕсем пирки Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей ЕРМОЛАЕВ тĕплĕнрех чарăнса тăма кăмăл турĕ:

Юр кайса пĕтрĕ ĕнтĕ, çĕр типсе пырать. Тĕрĕссипе çак эрне вĕçнелле территорисене тасатса йĕркене кĕртессипе экологи субботникĕсем ирттерме тытăнас пулать. Предприяти-организацисем пирки калас пулсан, вĕсене çирĕплетсе панă ятарлă территорисем паллă. Территорисене автомобиль çулĕ хĕррине çитичченех тасатса тухас пулать.

Çÿп-çапа михĕсене пухса хума тăрăшмалла. Унсăрăн тасамарлăх çилпе саланать. Тасатасси-тирпейлесси ячĕшĕн ан пултăр.

Нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче те хальхи вăхăтра тасамарлăх чылай. Хваттерсенче пурăнакансен те ĕç хыççăн та, канмалли кунсенче те территорисене тасатма тухас пулать. Вĕсем валли çÿп-çапа пухса хума михĕсем туяннă, михĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕнче ыйтса илес пулать.

Пухăннă мĕнпур çÿп-çапа вара централизациленĕ майпа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн автотранспорчĕпе тиесе ăсатассине йĕркелĕпĕр.

Предприяти-организацисем хăйсен вăйĕпе чечексем лартма, клумбăсем тума тăрăшнине ырламалла кăна. Чылайăшĕ ку тĕлĕшпе ытти çулти пекех пуçаруллă пуласса шанас килет. Администраци шучĕпе те çак ĕçе туса ирттерме палăртатпăр.

Кунпа пĕрлех ял масарĕсем пирки те манмалла мар. Сăваплă вырăнсенче яланах тирпейлĕ, таса пулма тивĕç. Мăнкунччен çак ĕçсене туса ирттермелле пулать. Асăну палăкĕсем, обелисксем таврашĕнче, аллейăсенче, парксенче те йĕрке хуçалантăр, таса пултăр. Тасалăхшăн тата тирпейлĕхшĕн тăрăшни хамăршăнах.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика