20 апреля 2016 г.
Патшалăх инспекторĕ пулнă
Иртнĕ кунсенче района Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертÿçи С. Скворцов ĕçлĕ çул çÿревпе килсе кайнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа тĕл пулнă май, районти эпизооти лару-тăрăвне, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕç-хĕле сÿтсе явнă. Ростислав Николаевич палăртнă тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш кварталта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ ăнăçлă аталанни курăнать. Выльăх шучĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче те, хушма хуçалăхра та ÿсни палăрать. Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркашри станци ертÿçи Николай Яковлев районти тăнăç лару-тăрушăн малашне те ăнăçлă ĕçлессе шантарнă. Çавăн пекех С. Скворцов "Путь Ильича" агрофирмăри, районти станцири, "Моргаушское" чăх-чĕп фабрикинчи ĕç-хĕлпе паллашнă, коллективсене тухăçлă тимлеме ăнăçу суннă.
Сывлăх кунĕ
Çитес шăматкун, апрелĕн 23-мĕшĕнче, республикăра черетлĕ Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çавна май пирĕн районти "Сывлăх" спорт шкулĕ тата ытти пур спортзал та çынсене хăйсен услугисемпе тÿлевсĕрех усă курма май параççĕ.
Сывлăх кунĕнче районта тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Вăл шутра - çар тивĕçне Чечен Республикинче пурнăçланă вăхăтра пуç хунă Леонид Семеновпа Анатолий Димитриева халалланă ăмăрту та. Çак паттăрсем иккĕшĕ те Чуманкасси шкулĕнче вĕреннĕ, çавна май йăлана кĕнĕ тăрăх çăмăл атлетика ăмăртăвĕ асăннă шкулта иртет. Унта районти шкул ачисен командисем хутшăнĕç.
Чăваш чĕлхин эрни
Çак эрне районти шкулсенче чăваш чĕлхин эрни паллипе иртет. Çавна май шкулсенче чылай мероприяти ирттереççĕ: уçă уроксемпе класс сехечĕсем, класс тулашĕнчи мероприятисем, паллă çыравçăсене хутшăнтарнипе йĕркеленĕ тĕл пулусем, конференцисем, шкул библиотекисенчи интереслĕ куравсем ачасемшĕн кăсăклă пулмалла. Ача сачĕсенче те чăваш чĕлхин кунне халалланă тĕрлĕ конкурспа вăйăсем иртĕç.
Çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн ял тăрăхĕсенчи канашĕсем те, культура ĕçченĕсем те Чăваш чĕлхин кунне халалласа тĕрлĕ ĕç пурнăçлама палăртнă. Унта ачасене те, аслисене те явăçтарĕç.
"Юратсан,
юрлас килет"
Çак ятпа иртнĕ эрнере эстрада юррисен районти иккĕмĕш фестивалĕ пулчĕ. Муркашри Культура çуртĕнче вокал пултарулăхне 50 яхăн çын тĕрĕслерĕ. Çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинацире чысларĕç: "Чăваш халăх юррисем тата чăваш композиторĕсен юррисем", "Вырăс халăх юррисем тата вырăс композиторĕсен юррисем" тата "Кинофильмсенче янăранă юрăсем". Çĕнтерÿçĕсем тесе жюри Лилия Грачевăна, Дарья Макаровăна тата Валентина Ивановăна палăртнă.
Паян та каçпа Муркашри Культура çуртĕнче интереслĕ концерт пулать. Мускав хут купăсçисем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерĕç. Тĕп хулари "Русская гармонь" продюсер центрĕн ăстисем "Живи гармонь и песня русская" программăпа савăнтарĕç.
Юристсем йышăнаççĕ
Район прокуратурин ĕçченĕсем апрелĕн 21-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра - "Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ" обществăлла организацин консультаци пунктĕнче - граждансемпе право пĕлĕвĕн сехетне ирттереççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе кăсăкланакансене 15.00 - 17.00 сехетсенче пыма ыйтаççĕ. Прокуратура ĕçченĕсем тата ку тĕлĕшри специалистсем сирĕн ыйтусем çине тивĕçлĕ хурав парĕç.
Р. МАКАРОВА, Н. НИКОЛАЕВА
хатĕрленĕ.