13 апреля 2016 г.
Иртнĕ кунсенче Калайкассинче пурăнакан Скворцовсен çемйинче пысăк уяв пулчĕ: 90 çул каялла Ярак ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Калайкассинче пурăнакан Калиса Ефимовнăна саламлама ачисем, тăванĕсем тата ял-йыш пĕр кĕрекене пуçтарăнчĕç. Кунпа пĕрлех вĕсем Михаил Андреевичпа пурнăç çулĕпе пĕрле утма тытăннăранпа 65 çул çитнине паллă турĕç.
Пирĕн ентешсем - иккĕшĕ те ĕçпе вăрçă ветеранĕсем. Паллă кунсемпе саламлама вĕсем патне район администрацийĕпе социаллă хÿтлĕх пайĕн, Катькас ял тăрăхĕн администрацийĕпе ку енри ветерансен канашĕн ĕçченĕсемпе представителĕсем килсе çитрĕç. Пурнăç çулĕ çинче ырă йĕр хăваракан ентешсене çак кун кашниех ăшă сăмахсемпе саламларĕ, чечек çыххи парнелерĕ.
...1943 çулхи çулла шкул пĕтернĕ 16 çулхи Калисăна çĕршыв повестка парса çар ĕçне вĕренме чĕнсе илет. Шупашкара çитсен ытти çамрăкпа пĕрле Ярак хĕрне те вăрманта вырнаçнă 320-мĕш çар заводне (халĕ - Чапаев ячĕпе хисепленекен резинăпа техника изделийĕсен завочĕ) ĕçе вырнаçтараççĕ. Вăрттăн заводра мĕн вăрçă чарăничченех снаряд-бомба тунă çĕрте ĕçлет пирĕн ентеш. Яваплăха туйнипе ырă ята тивĕçет.
Вăрçă хыççăн та Калиса Ефимовна алă усса лармасть. Тăван çĕршыва вăрçă суранĕсенчен сиплессипе ыттисенчен кая юлмасăр ĕçлет. Колхозри тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансер 1951 çулхине Калайкасси каччипе, вăрçăран таса-сывă таврăннă танкистпа Михаил Андреевич Скворцовпа çемье çавăрать. Çапăçу хирĕнче те, ĕç фронтĕнче те Çĕнтерĕве çывхартнăскерсем виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Халĕ ятлă-сумлă ватăсем 10 мăнукпа тата 8 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Вĕсем пулăшнипе Аслă Çĕнтерÿ туптавçисем килти хушма хуçалăхра сурăхсем, чăх-чĕп тытаççĕ, пахча ĕрчетеççĕ.
Паллă кунсем ячĕпе эпир те Аслă Çĕнтерĕве хĕçпе те ĕçпе çывхартнă вăрçăпа ĕç ветеранĕсене сывлăх сунса пурнăç çулĕпе пĕрле татах нумай утма вăй-хал сунтăмăр.
Г. ОСИПОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: Калисăпа Михаил Скворцовсем.