09 апреля 2016 г.
Çурхи хĕвел кунран-кун хĕрÿленсе пырать. Çавна май кĕçех улăх-çаран та юртан тасалĕ, çурт-йĕр тата ун таврашĕнче те типĕ. Унпа танах пушар тухас хăрушлăх та ÿссе пырать. Официаллă кăтарту тăрăх, çулсерен Чăваш Енте пĕр пине яхăн вут-çулăм алхасать. Чылай чухне çакă çыннăн тимсĕрлĕхĕпе çыхăннă: вут-çулăмпа асăрханусăр пулни, электрооборудованипе усă курассинче йĕркене пăсни, кăмака тĕлĕшпе тимлĕх çухатни.
Умра типĕ курăк пуçтарса тирпейлес тапхăр пулнине шута илсе эпир калаçăва район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертÿçине Геннадий Любимова калаçăва чĕнтĕмĕр. Вăл пирĕн ыйтусем çине хуравлама кăмăл турĕ.
- Геннадий Юрьевич, умра вут-çулăм енĕпе пысăк тимлĕх уйăрмалли тапхăр пулнине шута илсе хаçат вулакансене эсир мĕн сĕннĕ пулăттăр;
- Паллах, чи малтан вут-çулăмпа тимлĕ пулмаллине асăрхаттарас килет. Укçа-тенкĕ перекетлес тĕлĕшпе чылай хуçалăх чи ансат мелпе усă курма тăрăшать. Выльăх-чĕрлĕх çÿремелли тата утă хатĕрлемелли вырăнти лаптăкри иртнĕ çулхи типĕ курăка, уй-хирти кивĕ улăма вут чĕртсе ярса кăна тасатма тăрăшни - питех те тĕрĕс мар утăм. Ял çыннисем те сад-пахчасене çак мелпе тирпейлеме тăрăшаççĕ. Чĕртсе хăварнă вут-çулăм пысăк хăвăртлăхпа аяккалла сарăлать, çурт-йĕре те, вăрман лаптăкне те çавăрса илме пултарать. Хăш-пĕр çĕрте вара çыннăн кун-çулĕ те хăрушлăха лекме пултарать.
Çавăнпа та тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçре йĕркене çирĕп пăхăнма сĕнетĕп. Кивĕ курăка Раççей МЧС-ĕ 2014 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче çирĕплетнĕ йĕркепе çунтармалла. Чи малтанах вăрман е вăрман полосин чиккинче сухаласа çаврăнмалла. Çакăн пек барьер вăрман лаптăкĕсене вут-çулăм лекесрен сыхлать. Сухаланă чухне улăм юлашкисене вăрман çывăхне çавăрса хумалла мар, унсăрăн вут-çулăм çăмăллăнах куçать. Чĕртсен вут-çулăм таврашĕнче сыхă тăрăр, кирек хăш вăхăтра та ăна сÿнтерме хатĕр пулăр. Пысăк лаптăка тасатнă чухне ăна пĕчĕк пайсемпе çунтармалла. Пĕр блокĕ 0,5 гектартан пысăк пулмалла мар.
- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ку енĕпе ответлăха начар туякансем валли айăплав та пăхса хунă;
- Çапла, ку питех те вырăнлă йышăну. Типĕ мар курăка санкциллĕ мар чĕртнишĕн, çавна май вăрманшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнăшăн Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн административлă тата уголовлă яваплăх палăртса хунă.
- Штраф виçине уйрăммăн асăнас пулсан вара...
- Тÿрех каламалла, вĕсем пачах та пĕчĕк мар. Уйрăм çынсемшĕн 2 пинрен пуçласа 5 пин таранччен палăртнă. Должноçри çыннăн 7 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таранччен тăкакланма тивĕ. Юридици сăпачĕн вара 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран расхутланмалла пулĕ. Çак яваплăх никама та ан кÿрентертĕр тесе саккуна тимлĕн пăхăнмалла кăна.
Росгидрометцентрăн прогнозĕ тăрăх, çуркунне ăшă килмелле. Апла пулсан ку пушар тухас хăрушлăхпа та çыхăннă. Тавралăх илемĕпе киленме тухакансене те тимлĕ пулмаллине тепĕр хут асăрхаттаратăп.
Р. Илларионова калаçнă.