Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти арçын. Еплерех вăл?

09 апреля 2016 г.

 

Юрă йĕркисем аса килеççĕ: "Эрех ан ĕçтĕр, пирус ан турттăр, чечек яланах парнелетĕр..." - кун пирки кашни хĕрарăм ĕмĕтленет пулĕ. Анчах та юратнă арçын çак нормăсене тивĕçтертĕр тесен мĕн тумалла-ха; Пĕр пек хурав пулма пултараймасть. Нимĕн те тума çук. Апла пулсан статистика даннăйĕсене кура арçыннăн сăнарне хатĕрлесе пăхăпăр...

Тĕпчеве вара шăпах ялти арçынсем тĕлĕшпе ирттерĕпĕр. Умра Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ вĕт-ха. Апат-çимĕç продукчĕсене чикĕ леш енчен илсе килессипе санкцисем вăйра чухне вара унăн пĕлтерĕшĕ темиçе хут та ÿсрĕ. Хамăра хамăрăн продукципе тивĕçтерессишĕн чи малтанах фермерсем яваплă пулса тăраççĕ. Çавăнпа та ăнсăртран мар ĕнтĕ çитес çыравра ял хуçалăх организацийĕсем хуçалăха тытса пымалли малта пыракансен мелĕсемпе мĕнле усă курни, çавна валли вĕсем кредит укçи-тенкине явăçтарни, бюджет субсидийĕсемпе дотацисем илни пирки те ыйтусем пулĕç.

Хаклав кăтартăвĕсем тăрăх, 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра 577,3 пин арçын пурăннă. Вăл шутран 41 проценчĕ - ялта пурăнакансем. Ялти арçынсем хушшинче чи йышлисем - 50 - 54 çулхисем (22,4 пин çын е ялта пурăнакан арçынсемпе арçын ачасен 9 проценчĕ).

Пĕтĕм Раççейăн юлашки даннăйĕсене пăхас пулсан, ялта пурăнакан 16 çултан аслăрах арçынсенчен ытларахăшĕ (61 процент) авланнă, анчах та вĕсенчен 10 проценчĕ хăйсен çемье хутшăнăвĕсене официаллă майпа регистрацилеме тăхтаса тăрать, гражданла мăшăрлану мелĕпе пурăнать. Çавăн пекех мĕн пур арçынсенчен 5 проценчĕ мăшăрĕсĕр юлнисем тата 6 проценчĕ официаллă уйрăлнисем. Кунсăр пуçне 30 çултан аслăрах арçынсен 14 проценчĕ хусаххăн пурăнать.

Ялта пурăнакан 15 çултан аслăрах арçынсенчен 46 проценчĕ професси пĕлĕвĕ илнĕ (аслă пĕлÿ, тулли мар аслă пĕлÿ, вăтам тата пуçламăш пĕлÿ). Вăтам пĕлÿ илнисем - арçынсен 30 проценчĕ. Ялта пурăнакан арçынсенчен 68 проценчĕ ĕçлет.

2015 çулта ялсенче 3559 арçын çемье çавăрнă, вăл шутран мăшăрсăр юлнисем 32 тата унччен уйрăлнисем 488. Çемье çавăракансенчен ытларахăшĕ 25 - 29 çулхисем, пĕтĕм йышра кун пеккисем 41 процент.

Ялсенче арканнă çемьесен шучĕ 1118-па танлашать е республикăри пĕтĕм йышра - 28 процент. Çемье хутшăнăвĕсене пăрахăçланисенчен ытларахăшĕ 30 - 34 çулта (23 процент).

Ялта пурăнакан арçынсем хушшинче вилекенсен шучĕ пĕчĕк мар. Малтанласа палăртнă тăрăх, 2015 çулта пĕтĕмпе 4,2 пин арçын вилнĕ. Ку вăл пурăнакан 1000 çын пуçне вăтамран 17,6 çын чухлĕ пулать. Çак кăтарту хулара пурăнакан арçынсенчен 1,4 хут пысăкрах.

Ялта пурăнакан арçынсенчен ытларахăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнин сăлтавĕсем шутĕнче юн çаврăнăшĕн системин чирĕсем. Вĕсемпе аптăранипе 1,3 пин арçын çĕре кĕнĕ е вилнĕ пĕтĕм арçынсенчен 32 проценчĕ.

Вилнин сăлтавĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăнта - çулсем çинче пулнă инкексем, ытти тĕрлĕ инкек-синкек т. ыт. те. Ку сăлтавпа вилнисем çĕре кĕнĕ пĕтĕм арçынсенчен 22 проценчĕ.

Виççĕмĕш вырăна онкологи, шыçă чирĕсем йышăнаççĕ. Вĕсемпе чирлесе вилнисем - 13 процент.

Арçынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 62,59 çулпа танлашать. Ку вăл хĕрарăмсен пурнăç тăршшĕнчен 13,49 çул сахалрах.

Ытларах пурăнас тесен мĕн çимелле-ха; Ялта пурăнакансене илес пулсан, ытларахăшĕ ĕçме-çимене суйласа тăмасть, мĕн пуррипе апатланма тăрăшать. Çакна 2013 çулта çĕршывра пуçласа ирттернĕ статистика сăнавĕсем çирĕплетеççĕ. Апатланассипе лару-тăру хулара пурăнакансен лайăхрах. Сăмахран, кунсерен е пĕр кун урлă аш-пăш çиекенсен шайĕ хулара 95,1 процентпа танлашать пулсан, ялта 91,5 процент кăна. Пулă тăтăшах çиекенсем хулара 35,8 процент, ялта - 35,6 процент. Сĕт-турăх куллен е эрнере темиçе хут та çиекенсем те хулара 78,1 процент пулсан, ялта 76,7 процент кăна. Ку тата вара пачах тĕлĕнмелле! Ялсенче кашни хуçалăхра тенĕ пекех сад-пахча пур чухне ялти арçынсем чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырла хуларисенчен сахалрах çиеççĕ. Ялта пурăнакан арçынсенчен 52,1 проценчĕ кăна куллен сĕтел çине пахча çимĕç кăларса хурать, хулара пурăнакансем хушшинче ку кăтарту 72,1 процентпа танлашать. Улма-çырла тĕлĕшпе те ку çаплах: хулара - 68,8 процент, ялта - 56,9 процент. Макарон изделийĕсемпе куллен усă куракансем хулара 94,6 процент пулсан, ялта - 82,9 процент. Çăкăра вара ялта пурăнакансенчен куллен кашниех çиет.

Ял пурнăçĕн пĕлтерĕшлĕ енĕсенчен пĕри çынсем пурăнма хулана куçни пулса тăрать. Ку шутра ытларахăшĕ 18 - 35 çулсенчи çамрăксем. Ку вăл пĕлÿ илессипе, ялта ĕç условийĕсем тивĕçтерменнипе, ĕç укçи пĕчĕккипе, кирлĕ ĕç вырăнĕ пулманнипе çыхăннă. Сăмахран, 2015 çулта ялтан 9335 арçын тухса кайнă, çав вăхăтрах яла таврăннисем 7636 çын. 14 çултан аслăраххисенчен 35 проценчĕ ялтан харпăр хăйĕн тата çемье сăлтавĕсемпе, 24 проценчĕ ĕçе вырнаçас тĕллевпе республика тулашне тухса кайнă.

Ялта ĕçлесе пурăнакансен вăтам ĕç укçи виçи 2015 çулта 14636 тенкĕпе танлашнă (2014 çулхипе танлаштарсан, 113,5 процент). Ку вăл республикăри экономикăри вăтам кăтартăвăн 69 проценчĕ чухлĕ пулать. Вăтам ĕç укçи чи пысăкки Шупашкар районĕнче, чи пĕчĕкки - Улатăр районĕнче.

Ĕçе вырнаçассин ыйтăвĕсемпе хăш-пĕр вырăнсенче ирттернĕ тĕпчевсем тăрăх, 15 - 72 çулсенчи ĕçлеме пултаракан арçынсен шучĕ ялсенче 2015 çулта вăтамран 141,6 пин çын шутланнă. Вăл шутран 94,1 проценчĕн тупăш паракан ĕç вырăнĕ пур, 5,9 проценчĕ ĕçсĕррисем шутланаççĕ. Ĕçсĕррисен шутĕнче 20 - 39 çулсенчи арçынсем - 58 процент.

Ялти арçынсем ĕçрен пушă вăхăта епле ирттереççĕ-ха; 2014 çулхи комплекслă тĕпчев кăтартăвĕсем çавна çирĕплетеççĕ. Ялти арçынсенчен ытларахăшĕ (58,5 процент) активлă канма тăрăшать. Вăл шутран 44,2 проценчĕ хоккейла, футболла, волейболла вылять, 23,9 проценчĕ туризма мала хурать, 18,3 проценчĕ спорт секцийĕсене çÿрет, 13,9 проценчĕ шывра ишме кăмăллать, фитнеса суйлакансем те пур (1 процент). Пассивлă канакансем - 41,5 процент. Вăл шутран 68 проценчĕн активлă канма вăхăт çитмест, 16,1 проценчĕн çавна валли кăмăл çук, 14,3 проценчĕ çакна çывăхра занятисем ирттерме вырăн пулманнипе ăнлантарать.

Паллă ĕнтĕ, ялти арçынсем тĕрлĕрен. Çапах та вĕсен ялта пурăнакансене пурне те пырса тивекен пĕрпеклĕх паллисем те пур. Ытларах чухне будильник вырăнне - ирхи автан сасси, ăшă минтер çинче йăваланса выртасси вырăнне - хăвăртрах тăрса выльăх-чĕрлĕхе тăрантарасси, пахчара ĕçлесси - лартмалла-акмалла, шăвармалла, çумламалла. Кун пек-ун пек пулсан та, хăйĕн шухăшлавĕсене пурнăçа кĕртессипе ял çынни "чухăнрах". Çав вăхăтрах вара ялта пурăнакансем, хула çыннисемпе танлаштарсан, чун-чĕре ăшши пысăк пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Ытларах чухне пĕрне-пĕри пулăшма тăрăшаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илес пулсан, ялта пурăнакан арçыннăн вăтам статистика портречĕ тивĕçтерсех каймасть темелле. Пирĕн герой 50 çул урлă каçнă, япăх мар пĕлÿ илнĕ, активлă, çемье хаклăлăхĕсене упрама тăрăшать. Унăн ĕç укçи республика экономикин ытти отраслĕнчи пек пысăках мар. Çавăнпа та ăна çемьере тĕп тăрантаракан теме май çук. Паллах, хăш-пĕр чухне ĕçлеме тухса çÿремест пулсан. Апат-çимĕçе тиркеменни вара мăшăрĕшĕн меллĕ. Пушă вăхăтра активлă канма тăрăшать. 62 çул ытла пурăнать, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, унăн çемье çавăрма мăшăр тупма шанăç пысăкрах. Унăн чи хавшак вырăнĕ - хăйĕн сывлăхне упрама тăрăшманни тата пурнăç мелне уяманни.

Айтăр-ха ялти арçынна телейлĕ те сывлăхлă пулма пулăшар. Ку вара вăл уншăн кăна мар вĕт-ха.

З. ВИНОГРАДОВА,

патшалăх статистикин районти пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика