Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хут купăсçăсем ăмăртрĕç

09 апреля 2016 г.

 

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Юнкăри Культура çуртĕнче "Янрат, хут купăс, савăнăçлă кĕвĕ" конкурс иртрĕ. Культура çуртне халăх йышлăн пухăнни конкурса хутшăнакансене питĕ хавхалантарчĕ.

Конкурса пурĕ 10 хут купăсçă хутшăнма кăмăл турĕ. Чи малтанах вĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса юрă юрласа пачĕç, унтан такмаксем каласа ташă кĕвви янăратрĕç.

Юнкăри А. Яргунькина, В. Терентьев,             В. Селюшкина, Л, Смирнов, Г. Иштудов, Ивановка ялĕнчи Г. Вастрюкова, Мăн Сĕнтĕр салинчи Р. Петров, Етĕрне районĕнчи Урпаш ялĕнчи Л. Именова, Г. Тимофеева, В. Капитонов хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, хавас кăмăл парнелесе чун-чĕрене çунатлантарчĕç.

Хут купăс Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те салтаксене вăй-хăват парса тăнă. Çавна аса илсе, çĕнтерĕве çывхартнă пур çынна халалласа хут купăсçăсем вилĕмсĕр "Катюшăн" кĕввине каласа юрă юрлаттарчĕç.

- Паянхи пек конкурс кунта пулман, пулнă пулсан та тахçан, вăл урăхларах иртнĕ пулĕ. Интереслĕ мероприятишĕн пурне те пысăк тав - культура ĕçченĕсене те, хутшăнакансене те, курма пухăннисене те, - терĕ жюри членĕ                     Е. Каптурина.

Кашни хут купăсçă çĕнтерÿçĕ пулчĕ çак каç, халăх вара вĕсен кĕввисемпе ташласа савăнчĕ.

Л. Аргандеева,

Культура çурчĕн ертÿçи.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика