09 апреля 2016 г.
Вĕренÿ иртрĕ
Апрелĕн 5-мĕшĕнче республикăра чрезвычайлă лару-тăрăва сирес тĕлĕшпе вĕренÿ иртрĕ. Инкек-синкек пирки мĕнпур аварипе çăлав подразделенине асăрхаттарнă. Чрезвычайлă лару-тăрăва сирес ĕçе хутшăнакан оперативлă ушкăнсем ăна валли хатĕр пулнă. Тренировка шайĕнче район администрацийĕн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси членĕсем ларăва пухăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев районта пысăк тимлĕх уйăрмалли режим пулнине палăртнă, авари службин ертÿçисем инкеке сирме хатĕррине пĕлтернĕ.
Шкулта - кинотеатр
Иртнĕ çул вĕçĕнченпе республикăра "Киномобиль едет в школу" проект ăнăçлă ĕçлеме пуçларĕ. Патшалăх архивĕн кинотеатрĕ республикăри шкулсене тухса тĕрлĕ тематикăллă фильмпа паллаштарать. Апрелĕн 4-мĕшĕнче куçса çÿрекен кинотеатр Муркаш шкулне çитрĕ. Кунти коллектив Ю. Иванчук режиссерăн "Приказ: перейти границу" фильмне курма пултарчĕ. Юратнă актерсен вылявĕ куракана çапăçу хирне илсе çитернĕ. Мĕн пулса иртнине йăлтах тăван чăваш чĕлхипе итлеме май килнĕ. Киномобиль Чăваш Енти ытти шкула та çула тухать. Заявкăсене вĕренÿ заведенийĕсенчен 51-05-21, 62-15-36 номерсемпе йышăнаççĕ.
Арçын ача ытларах
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта районти ЗАГС пайĕ 79 ача çуралнине регистрациленĕ. Арçын ачасем ытларах пулнă, вĕсем 44-ăн, хĕр ачасем 35-ĕн. Çак тапхăрта 15 ача тĕлĕшпе ашшĕ кам пулнине палăртнă, 3 гражданин хăйĕн биографи кăтартăвне улăштарма кăмăл тунă.
Январь - март уйăхĕсенче 109 çыннăн кун-çулĕ татăлнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта кун йышшисем 169-ăн пулнă. Пурнăç татăлнă арçынсен вăтам ÿсĕмĕ 62 çулпа танлашать, хĕрарăмсен - 78 çулпа. 21 мăшăр çемье çавăрнă, уйрăлнисем те çавăн чухлех пулнă.
Пуху пулнă
Апрелĕн 6-мĕшĕнче Чуманкасси ял тăрăхне кĕрекен Якаткасси ялĕнче пурăнакансен пухăвĕ иртнĕ. Унта асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Белов, вырăнти депутат В. Ефимов тата Н. Егорова ветеринари врачĕ хутшăннă. Кун йĕркине тавралăха тирпей-илем кĕртес, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнас, вырăнти çул-йĕре тытса тăрас тата ытти ыйтăва пăхса тухнă. Çынсем чунра пухăннă ыйтусене хускатнă, кашнин çине тивĕçлĕ хурав илнĕ. Наталья Михайловна выльăх-чĕрлĕх тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăннă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çынсене пуçаруллă пулнишĕн тав тунă, ăнăçу суннă.
Ăстаçăсен куравĕ
Ĕç çыннин çулталăкĕнче Тури чăвашсен музейĕнче интереслĕ те анлă проект пурнăçланать: культура пайĕн пуçарăвĕпе кунта "Пултарулăх: традицисем тата хальхи вăхăт" ятпа ăстаçăсен фестиваль конкурсĕ иртет. Унпа килĕшÿллĕн çулталăк тăршшĕпе кашни ял тăрăхĕ кунта ал ĕçĕсен куравне йĕркелет.
Апрелĕн 15-мĕшĕччен музей залĕнче Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи ăстаçăсен ĕçĕсемпе паллашма май пур, хыççăн эстафетăна Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ йышăнать. Унти ăстаçăсен пултарулăхĕпе те малаллахи икĕ эрнере паллашма пулĕ. Çапла вара ноябрь уйăхĕчченех курав улшăнса тăрĕ.
Йыхрав
Апрелĕн 15-мĕшĕнче Муркашра вырнаçнă бизнес-инкубаторăн конференц-залĕнче Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунĕ иртет. Унта Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министерствин, пенси фончĕн, налук службин ĕçченĕсем тата ытти орган представителĕ хутшăнĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсене 10 сехете пухăнма ыйтаççĕ. Кун йĕркинче тĕрлĕ ыйту пăхса тухма палăртнă.
Каллех вăрланă
Çынсем авалтанах "7" хисеп телейлĕ пулнине ĕненсе пурăннă. Муркашра пурăнакан пĕр çамрăкшăн вара тăватă "7" пулни те телей кÿмен. Унăн банк картти çинчен шăпах çавăн чухлĕ сумма вăрланă та - 7777 тенкĕ. Хăйĕн счечĕпе каччă тĕрлĕ ĕçе кĕсье телефонĕ урлă пурнăçланă. Çакна валли вăл телефона ятарлă услугăпа çыхăнтарнă.
Банк карттисем çинчен ултавлă майпа укçа вăрланă тĕслĕхсем питĕ нумай. Кун пирки полици ĕçченĕсем асăрхаттарсах тăраççĕ, çавăнпа та яланах тимлĕ пулмалла.
Р. Илларионова, Н. НИКОЛАЕВА
хатĕрленĕ.