09 апреля 2016 г.
Юлашки çулсенче районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе анлăрах усă курма пуçларĕç. Апла пулин те хресчен алли çитмен çĕр лаптăкĕсем те çук мар-ха. Вĕсен хисепне чакарасси агрономсемпе инженерсен ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче ирттернĕ канашлăвĕнче кăçал малти вырăнта пулчĕ. Конференцие уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ку ыйту çине пурин те тимлĕрех пăхма кирлине çирĕплетсе каласа хăварчĕ.
Черетлĕ çур акине районти çĕр ĕçченĕ епле хатĕрленни пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă пурлăх управленийĕн пуçлăхĕ В. Ананьев тишкерÿллĕ доклад туса пачĕ.
- Хресчен ĕçĕ темĕнле çĕнĕ технологие ĕçе кĕртсен те çăмăлрах пулĕ тесе калаймăн, мĕншĕн тесен яваплăхĕ пысăк. Çавăнпа та хăвăрт ăшăтса пыракан кунсенче кашни çитменлĕхех шута илсе ăна ыранхи куна хăвариччен татса пама тăрăшмалла. Уй-хире тухакансене умра тăракан ĕç планĕсемпе тата ĕç условийĕсемпе паллаштарасси - паянхи кун тĕллевĕ. Хуçалăх ертÿçисемпе агрономсен тата инженерсен çакăн пирки манас марччĕ, - терĕ çурхи уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕпе паллаштарнă май Владислав Кириллович.
14724 гектар çинче çурхи культурăсем акса пысăк тухăç илес никĕсре минераллă удобренисемпе вăхăтлă та тулăх усă курма кирли çинче районти ака-суха ĕçĕсен штабĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Федотов каласа пачĕ.
ЧР Патшалăх техника надзор инспекцийĕн районти инспекторĕ С. Николаев хуçалăхсенче техосмотр епле пынипе паллаштарчĕ. Кунта кая юлмасăр пурнăçламалли ĕçсем сахал маррине техосмотрăн малтанхи кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Тĕрĕслеве тăратнă 44 трактортан - 34-шĕ, 19 прицепран 11-шĕ çеç ĕçе тухма ирĕк илнĕ. Тĕрĕслевсем хальлĕхе 5 пĕрлешÿллĕ хуçалăхпа 2 хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çеç иртнĕ.
Канашлура Чăваш Республикинчи "Россельхозцентр" филиалăн тĕп агрономĕ А. Самосова çур акире чир-чĕр сарăласран асăрханса пурнăçламалли ĕçсем пирки, Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе тата Чĕмпĕр облаçĕпе ĕçлекен патшалăх çĕр надзор управленийĕн аслă инспекторĕ Г. Румянцев çĕрпе усă курассине тĕрĕслесси çинчен, ял хуçалăх ĕçĕсене кредитлас ыйтусемпе "Россельхозбанкăн" Муркашри хушма офисĕн управляющийĕ И. Павлова каласа пачĕç.
Районти пушар надзор уйрăмĕн аслă инспекторĕ О. Баскаков çурхи ака-сухара пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхăнасси çинче чарăнса тăчĕ.
А. БЕЛОВ.