19 марта 2016 г.
2016 çулхи нарăс уйăхĕнче маларах Çĕрпÿ районĕнче урни чирĕпе чирленĕ кушака тупса палăртнă тĕслĕхе вăхăтлă ĕçсем туса ирттерсе янă. Çав вăхăтрах Элĕк районĕнче урни чирĕпе чирлĕ тилĕ, Канаш районĕнче урни чирĕпе чирлĕ тепĕр кушак палăрнă. Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" хуçалăха пырса кĕнĕ тилĕ те урни чирĕпе чирленĕ. Ку вырăнсенче халĕ чире сирсе ярассипе тĕллевлĕ ĕçсем пыраççĕ.
2015 çулта пирĕн районта урни чирĕ тăватă хутчен палăрчĕ: Москакасси ял тăрăхĕнче кушакпа йытă, Ярапайкассипе Ильинка ял тăрăхĕсенче тилĕсем урни чирĕпе чирленĕ.
Районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци выльăхсемпе çынсемшĕн хăрушă чирсем тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем туса ирттерессине тăтăшах кун йĕркинче тытать. Паянхи сăмах - урни чирĕ пирки. Çакăнта халăх пурăнакан вырăнсенче йытăсемпе кушаксене усрамалли ятарлă правилăсем пурри - паянхи çĕнĕлĕх мар. Мĕншĕн тесен шăпах кушаксемпе йытăсем урни чирне анлă саракан тата сармалли тĕп çăлкуç пулса тăраççĕ. Кунпа пĕрлех ялсем таврашне чăх-чĕп тытма тата çынсем кăларса пăрахнă каяшпа тăранса пурăнма пыракан тилĕсем те урни чирĕ сарăлас хăрушлăха ÿстереççĕ. Çакăн пирки ЧР Патшалăх ветеринари службипе ЧР Роспотребнадзор управленийĕ асăрхаттараççĕ.
Пирĕн районта иртнĕ çулсенче урни чирĕ тупăннă тĕслĕхсем пĕрре мар пулчĕç. Вĕсем ытларах яла пырса кĕнĕ тилĕпе çыхăннă. Урни чирне хирĕç прививка туман йытăсем урама пырса кĕнĕ тилĕпе çапăçса кайни - час-час пулакан ÿкерчĕк. Çакнашкал кашни тĕслĕхпех ирттернĕ тĕрĕслевсем урни чирне çиеле кăларчĕç. Çавăнпа та çуркунне çитнĕ май ку чир тĕлĕшпе ăнлантару ĕçĕ тĕп вырăна тухать.
Хаçат вулакасен урни чирĕ хăрушă инфекци пулнине асра тытмалла. Унран инкубаци тапхăрĕнче çеç çăлăнса юлма пулать. Чир аталанма пуçласан вара... Раççей Федерацийĕнче юлашки çулсенче чĕрчунсем хушшинче урни чирĕ сарăлас хăрушлăх чакни курăнмасть. Унпа çынсем чирлес хăрушлăх та пĕчĕк мартан çулсеренех ăнлантару ĕçне те çÿллĕ шайра туса пыратпăр. Çапах юлашки çулсенче çĕршывра урни чирĕн эпизоотийĕ сарăлас юхăм пур.
Урни чирĕ - йывăррăн иртекен хăрушă инфекци. Вăл ирĕкре çÿрекен тискер чĕр-чунсемпе пĕрлех килти хушма хуçалăхри е обществăлла секторти выльăх-чĕрлĕхе те, çынна та ерме пултарать. Чирĕн тĕп вăхăчĕ - хĕллехи-çуркуннехи тапхăр. Паян урамра шăпах çав вăхăт.
Урни чирĕпе чирлĕ чĕрчунсем хушшинче тилĕсем - тĕп вырăнта. Кунпа пĕрлех ялсенчи хуçасăр йытă-кушак та хăрушлăха ÿстереççĕ çеç. Йытă-кушак тенĕрен, ЧР Министрсен Кабинечĕ ялсемпе хуласенче вĕсене усрамалли ятарлă правилăсене çирĕплетни пĕрремĕш çул мар. Вырăнсенче çак йĕркене пит пăхăнсах кайманран хуçасăр йытăсемпе кушаксем обществăшăн хăрушă чир сарассипе пысăк ыйту кăларса тăратаççĕ те.
Тĕслĕхрен, урни чирĕпе чирлĕ йытă çыртнă хыççăн çын çийĕнчех тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илеймесен, çак чир вилмелле хăрушлăх кăларса тăратать. Çакна шута илсе юлашки кунсенче выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци специалисчĕсем йытăсемпе кушаксене урни чирĕнчен профилактика прививки тăвассипе тĕллевлĕрех ĕçлеме пуçларĕç.
Çавăнпа та выльăх тухтăрĕсем урни чирĕнчен прививка тăвасси пирки пĕлтерсен кил хуçисен хăйсен йытти-кушаккисемпе çак ĕçрен пăрăнса юлас марччĕ.
Халĕ урни чирĕ тĕлĕшпе пĕтĕмĕшле асăрхаттару:
1. Килти выльăх тыткаларăшĕ улшăнсан е вăл ăнсăртран вилсен çийĕнчех выльăх тухтăрне пĕлтермелле.
2. Тискер чĕрчунсемпе тата хуçасăр йытă-кушакпа тимлĕ, асăрхануллă пулмалла.
3. Кил хуçине çыртнă е чавнă йытă-кушака выльăх тухтăрĕсемпе пĕрле 10 кун сăнамалла.
4. Чĕрчунсем çыртнă-чавнă тĕслĕх пулсан суранланнă вырăна супăньпе çумалла, суран хĕррисене йодпа сĕрмелле те çийĕнчех тухтăр патне каймалла.
А. ФЕДОРОВА,
районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ.