Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янахай шыççи ан кансĕрлетĕр

19 марта 2016 г.

Организмра вăл е ку вещество çитмесен тĕрлĕ чир пуçланма пултарать. Эндокринологи системинче вара йод çитмесен зоб чирĕ пуçланать (пĕсехе парĕ виçесĕр пысăкланса кайни, чăвашсем ăна янахай шыççи тесе калаççĕ).

Зоб чирĕпе хĕрачасемпе хĕрарăмсем арçын ачасемпе арçынсенчен 5-6 хут ытларах чирлеççĕ.

Эндеми зобне пуçланма пулăшакан сăлтавсен шутне апата йĕркесĕр çини, организма белокпа витаминсем сахал кĕни, бром, цинк, кобальт, пăхăр, молибден çитменни, çав вăхăтрах кальци, фтор, хром, марганец ытлашши пулни кĕреççĕ. Апла пулин те зоб чирне пуçлакан тĕп сăлтав вăл - çын организмне йод сахал пырса кĕни, вăл çитменни.

Щит евĕр парта ятарлă гормонсем пулаççĕ. Вĕсем çын организмĕнчи нумай органпа клеткăсене, ÿт-тире ĕçлеме пулăшаççĕ. Çыннăн активлăхĕ, сăн-пичĕ, пурнăç ритмĕ, ĕçлес туртăмĕ çав гормон шайĕ юнра мĕн чухлĕ пулнинчен килет. Эндеми зобĕ чухне щит евĕрлĕ пар япăх ĕçлеме пуçлать. Ачасен çав пар япăх çитĕнсе аталаннă пирки вĕсен ÿсĕмĕ чакать, пуç мими те начар аталанма тытăнать.

Пĕсехен щит евĕр парĕ начар ĕçленĕ чухне (гипотиреоз) организмра гормонсем сахал, вăйлă ĕçлесен гормонсем ытлашши пулаççĕ. Организмра çав гормонсен шайĕ нумай вăхăт хушши сахалтарах, чакса кайнă пулсан, ÿт типĕ, сарăрах тата хытă пулать. Çыннăн сасси те улшăнать - хăйăлтатма пуçлать. Çын майĕпен кăна калаçать, аллисенче тата питĕнче шыçă палăрать, вăл япăхрах илтме, хăвăрт ывăнма тытăнать, унăн пĕрмай çывăрас килет, урисем шăнаççĕ. Хĕрарăмсен уйăх хушши циклĕ те пăсăлать, çие те юлмасть.

Организмра гормонсем нумай пулсан та улшăнусем пулса иртеççĕ: çын хăвăрт тарăхать, хытă тарлать, начарланать. Апат лайăх анни те пулăшмасть.

Хальхи вăхăтра йодлă тăвар та сутаççĕ. Анчах та тăвар ытлашши нÿрĕ çĕрте упрасан унти йод арканать. Çакна та асра тытмалла: кун пек тăвара апат-çимĕçе пĕçерсе пĕтернĕ хыççăн тин яраççĕ, пысăк температурăра вăл арканса саланать.

Йод тинĕс купăстинче, кальмарпа тинĕс пуллинче, хурмара пур.

Зоб чирĕпе чирлес мар тесен "антиструмин" е урăх эмел инструкципе килĕшÿллĕн ĕçмелле. Апат-çимĕçре белок та çителĕклĕ пулмалла.

В. Матвеев,

гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врача

пулăшаканĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика