Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркунне организма мĕнле витаминсем кирлĕ?

19 марта 2016 г.

 

Хĕллехи ыйхă хыççăн организма йĕркеллĕ шая çитерме витаминсем йышăнни пулăшать. Çак вăхăтра А, С, D, Е тата В ушкăнри витаминсем йышăнмалла.

* А витамин хĕллехи сивĕре туртăннă ÿте валли çуркунне питĕ кирлĕ. Вăл кишĕрте, вĕлтĕренре, хĕрлĕ кăшманра, кавăнра, абрикоспа помидорта нумай.

* С витамин организм иммунитетне вăйлатма, организма тĕрлĕ инфекцие хирĕç кĕрешме пулăшать. Вăл купăстара, кăшкар утинче, цитруссенче, панулмире, тĕрлĕ çырлара тата шиповникра нумай.

* D витамин хĕвел пайăркисем лекнипе пулать, кальцие организма кĕме пулăшать, чĕрнесене, çÿçе тата шăмăсене усă парать. Вăл пÿрере, хĕрлĕ пулăра, сĕт продукчĕсенче, пулă çăвĕнче тата вăлчинче пур.

* Е витамин организма вăй парать тата мышцăсене вăй кĕртет. Вăл ÿсентăран çăвĕнче, çăмартара тата ÿсентăран çулçисенче пур.

* В ушкăнри витаминсем организмри тĕртĕмсене кислородпа тивĕçтереççĕ, ывăннине ирттерме пулăшаççĕ, нерв тытăмне вăй кĕртеççĕ, клеткăсенчи белок ылмашăвне лайăхлатаççĕ. Кирлĕ шайра вăл пирĕн организма кĕрпесем, какай, çĕпре, çăкăр, пăрçа-фасоль, чĕрĕ улма-çырла урлă кĕрет.

Çуркунне витаминсем кашни çыннах кирлĕ. Çавăнпа та çак тапхăрта тĕрĕс апатланасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Çуркунне çитнĕ май менюра чĕрчун çăвĕсене чакарса пымалла, анчах та унран пачах пăрăнмалла мар. Какая сахаллатса майĕпен сĕт продукчĕсене ытларах ĕçме-çиме тытăнмалла. Çак продуктсене ĕçни-çини çуркуннехи малтанхи уйăхсенче витаминсен çитменлĕхне тултарма пулăшать.

Ÿсентăран çăвĕсем те питĕ усăллă. Çуркунне пуçламăшĕнче çынна ÿсентăран çăвĕсем ытларах кирлĕ. Çуркуннехи пĕрремĕш салатсене олива çăвĕ хушни питĕ лайăх ("холодного отжима" тесе çырнине туянăр). Симĕс салат çулçисенчен тата ытти техĕмлĕ симĕс ÿсентăранран хатĕрленĕ салата лимон сĕткенĕ хушăр. Çакă С витамина ытларах çитерме тата иммунитета вăйлатма та пулăшать.

Витаминсене пĕлтĕрхи саппассем те параççĕ. Çавăнпа та морозильникран хура хурлăхан, çĕр çырли, хăмла çырли тата абрикос кăларма ан манăр. Кунсерен пĕршер апат кашăкĕ çырла çимелле е вĕсенчен морс хатĕрлесе ĕçмелле, мусс, нимĕр туса çимелле, е тата пăтă, тăпăрчă ăшне ярса çимелле. Çапла апатланнин усси пулатех.

Организма минералсемпе микроэлементсем çитменнине панулми, апельсин, грейпфрут тата банан çинипе тивĕçтермелле. Пĕрремĕш помидорпа хăяр вара нимĕнле усă та памасть, мĕншĕн тесен вĕсенче витаминсем çукпа пĕрех. Çак пахчаçимĕçсенчи пестицидсенчен вĕсене темиçе сехет сивĕ шывра тытсан тин хăтăлма пулать.

Малтанхи симĕс ÿсентăрансем витаминсен пухмачĕ шутланаççĕ. Вĕлтĕренре тата кукша пуçра витаминсем кăна мар, микроэлементсем те нумай. Çак ÿсентăрансене таса вырăнта кăна пухмалла. Çавăн пекех симĕс сухан, ыхра çулçи усăллине те ан манăр.

В. ГРИГОРЬЕВА, пĕтĕмĕшле практика врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика