Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиенлĕ теттесем

19 марта 2016 г.

 

Ачалăх теттесемсĕр иртни вăл - тÿпе хĕвелсĕр пулнă пекех. Ача тĕрлĕ япаласем пуррипе тавралăха лайăхрах пĕлме, туйма пуçлать, несĕлсен пуянлăхĕ мĕнре пулнине тавçăрма тытăнать. Çавăнпа та ачан аталанăвĕ теттесене тĕрĕс туяннинчен нумай килет. Пур тетте те пĕр пек усăллă мар.

Нумайăшĕ вара тетте туянас умĕн унăн усси пирки шутламасть. Сисмесĕрех эпир хамăра мĕн килĕшнине суйлатпăр, тетте ача валли пулнине манатпăр. Çапла вара хăшпĕр теттесем тепĕр ик-виçĕ кунтанах ванчăк выртаççĕ. Нумай ашшĕ-амăшĕ, шел пулин те, ачисене ют çĕршывра туса кăларнă теттесем туянса парать. Лавккасен сентрисем çинчи пăшалсем, монстрсем, çакна майлă ытти нумай тетте вара ачара агресси, тавăру туйăмне, вăрçас-хирĕçес кăмăла çуратать. Çапах та теттесем ачасен кăмăл-сипечĕ çине япăх витĕм кÿнипе кăна сиенлĕ мар, ыттипе те. Сăмахран, теттене мĕнле материалтан туса хатĕрлени, унăн йывăрăшĕ, пысăкăшĕ тата ытти те пĕлтерĕшлĕ.

Пĕрремĕш хăрушлăх. Пĕчĕк детальлĕ теттесем - ачасене аслисемпе выляма кирлĕ теттесем. Вĕсем алăсен моторикине аталантараççĕ, анчах та пĕчĕк ача пĕтĕмпех çăвара, сăмсана е хăлхана чикме юратать. Çавăнпа та пурте пĕлекен "киндер-сюрпризсем" чăнах та кĕтмен сюрприз пулма пултарнине асра тытмалла.

Иккĕмĕш хăрушлăх. Скакалка чăнах та хăрушă мар-ши; Скакалкăсем, кантраллă машинăсем чăнах та ачан пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, вĕсем ача пăвăнса ларнин сăлтавĕ пулма пултараççĕ. Турниксем пирки те çавнах каламалла. Тĕрĕс усă курмасан, вĕсем те хăрушă: ачана суранлатма кăна мар, вилĕм патне те илсе çитерме пултараççĕ. Нумай пулмасть тата "вĕлерекен йытă çурисем" сутма тытăнчĕç. Ачана вĕсене туянса париччен чĕрĕ йытă çури парнелсен лайăхрах пулĕ.

Виççĕмĕш хăрушлăх. Ку ушкăна вăрçăлла вылямалли хĕç-пăшал кĕрет. Вĕсем ачана пĕчĕкренех мĕнпур лайăххине аркатма вĕрентеççĕ кăна мар, куçа, хăлхана е сăмсана суранлатасси патне илсе çитереççĕ. Хăшпĕр детальсене вара ачасем çăтса яма та пултараççĕ. Тĕрлĕ дротиксем, ухăсемпе йĕпписем те ача тетти мар.

Тăваттăмĕш хăрушлăх. Химипе шÿтлемелле мар. Суту-илÿре çамрăк химиксен, физиксен наборĕсене тата ытти теттене сутаççĕ. Вĕсене туянсан, ачисем чăнах та вăхăта усăллă ирттерĕç тесе нумай ашшĕ-амăшĕ шутлать. Анчах та пропорцисене тĕрĕс илменни ÿте пĕçертсе ярасси патне илсе çитерме пултарать. Нумаях пулмасть сутура уран шайне пĕлмелли мини-лаборатори пулнă. Производитель сиенлĕ мар тесе кăтартнă "тетте" лейкемия тата рак чирĕсене пуçарнă.

Пиллĕкĕмĕш хăрушлăх. Сывлăшра вĕçме пултаракан пур тетте те хăрушă пулма пултарать. Вĕçекен фейăсем, вертолетсем, вĕçекен ытти техника та. Вĕсем вĕçнине контрольлеме те çăмăл мар, суранланма та пулать. Ÿте кастарса яни кăна мар, ачасем аяк пĕрчине хуçнă е шăлсăр тăрса юлнă тĕслĕхсем те пур.

Улттăмĕш хăрушлăх. Велосипедпа е самокатпа ярăнма паллах питĕ хаваслă, анчах та вĕсемпе ярăннă чухне шлем тăхăнмалла, кĕлеткен ытти пайне амантасран та сыхланмалла. Ярăннă чух вара тимлĕх те кирлĕ, ăнсăртран автомобиль умне ярăнса тухассинчен сыхланмалла.

Çиччĕмĕш хăрушлăх. Пирĕн пурнăç çав тери хăвăрт аталанать, çавăнпа та халĕ компьютер кашни ачан пысăк тетти пулса тăчĕ. Ача-пăча компьютерĕсем, планшетсем, кĕсье телефонĕсем ачан куçĕ курма пăрахасси патне, хăлхи япăх илтме тытăнасси патне, çурăм шăмми кукăрăлма пуçлани патне илсе пыраççĕ. Юлашки вăхăтра вара психологсем компьютер ачасенчен маньяк е çынна вĕлерекен туса ÿстернине çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та ача компьютер умĕнче мĕн вăхăт ларать, хăш вăйăсене вылять - пĕтĕмпех сăнаса тăмалла.

Саккăрмĕш хăрушлăх. Сăмах - ПВХ материалтан туса хатĕрленĕ теттесем пирки. Çак материал питĕ сиенлĕ, унта ртуть, фенол, формальдегид, свинец та пур. Тĕрĕссипе каласан - Менделеев таблици пĕтĕмпех. Çав сиенлĕ хутăшсем ачан организмĕнче пухăнса пыраççĕ, каярах вара тĕрлĕ чир-чĕр пуçарса яраççĕ е вилĕм патнех илсе çитереççĕ. Çапла вара резина евĕр материалтан тунă теттесем те питĕ хăрушă.

Апла пулсан хăвăрăн ачăра валли тетте туянас умĕн çакăнта каланине шута илĕр.

Л. Иванова,

психотерапевт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика