Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен юлташĕ

19 марта 2016 г.

 

Коридорпа пыракан студентсем сывлăх сунса шавлăн иртсе кайрĕç. Пуян пурнăç опычĕллĕ директор вара яш-кĕрĕм хыççăн пăхса хăйне вĕсен йышне лартрĕ те тăруках аса-илÿ тĕнчине кĕрсе кайрĕ...

Ултă ача çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшĕн пил сăмахĕсем яланхисемех пулчĕç. Ĕмĕрĕпех çĕр ĕçĕнче вăй хунăскерсем вăтам шкул пĕтернĕ ывăлне Шупашкара университета вĕренме ăсатнă чух çапла каларĕç: "Ĕçлеме ан ÿркен. Пĕве пĕвелесен шыв пухăннă пек, ĕçлесен ăнăçăвĕ те, ÿсĕмĕ те пулатех". Çак пил сăмахĕсем хăйне паян та пулăшса пынине, ĕçпе вĕренÿ пĕр лав çинче пулнине Станислав Порфирьевич кашни утăмрах курать, сисет, ăша хывса ĕçлет.

Вăтăр çул иртрĕ С. Григорьев (сăн ÿкерчĕкре) вĕрентÿ ĕçне кÿлĕннĕренпе. Ăçта тымарланчĕ-ха вара унăн пурнăçĕнче çак туртăм; Тен ĕне кĕтме çÿренĕ чух пуçра шăрçаланнă малтанхи сăвă йĕркинчен, тантăшсемпе калаçнă чух произведени персонажĕсемпе анлă усă курнинчен е шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен сочиненисем айне "Питĕ аван" тесе çырнинчен, салтакра чăваш çырăвĕ кĕтнинчен... Пурин те хăйĕн тÿпи пур-тăр. Нумай шыв юхса иртрĕ унтанпа. Ашшĕ-амăш чĕлхине тата тăван ене юратакан, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Станислав Порфирьевич паян Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикинчи халăх вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм Раççейри выставка центрĕн лауреачĕ. Ăна "Патриот воспитанийĕ парас ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçшĕн" медальпе те наградăланă.

Калайкассинчи вăтам шкул хыççăн 1978 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ каччă 1980 - 1982 çулсенче хĕсметре пулать. Çар служби каччăн тĕллевĕсене çирĕплетет кăна. Çапла вара служба хыççăн Станислав вĕренĕве малалла тăсать. 1986 çулта алла аслă пĕлÿ дипломне илнĕ каччă Атапайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ пулса педагогикăри ĕç стажне уçать.

Ял каччине ял ачисене вĕрентме çăмăлах марччĕ малтанхи уроксенче, анчах университетра панă пĕлÿ тата вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни ĕç çулне уçрĕ. Ачасем хăйне хапăл тунине Станислав Порфирьевич паян та асра тытать. Тăрăшулăхпа палăрнăскерĕн вăхăт иртсен асăннă шкул директорĕнче те вăй хума тивет. Хăй çулне хăй уçса пырса çамрăк арçын Москакассинчи вăтам шкулта ачасене производство пĕлĕвĕ парассине пуçарса ярать. Çакăн хыççăн вăл пĕр хушă çамрăк техниксен районти станцийĕн Москакассинчи филиалне ертсе пырать. Кунта С. Григорьев нумай çĕнĕлĕхе çул парать, ачасен аслă юлташĕ пулса вĕсене хушма пĕлÿ парассипе ырми-канми тимлет.

Ĕçлекен çын яланах куç умĕнче. Педагог ăсталăхне кура ăна 1999 çулхи авăн уйăхĕнче Муркашри лицее ертсе пыма шанаççĕ. Вăл районти вуншар çамрăка пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшрĕ. Лицейри ĕçсене Станислав Порфирьевич 2003 çулччен ертсе пычĕ.

Паян пирĕн ентеш Шупашкарти механикăпа технологи техникумне ертсе пырать. Ертÿçĕ ăсталăхне кура техникум иртнĕ çул кăна 20 миллион тенкĕ ытла укçа ĕçлесе илнĕ, Шупашкарти педагогика училищине хăйĕн çунатти айне кĕртнĕ. Паян вĕсенче нумай тунине пăхмасăрах юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

- Хăвăрт улшăнакан пурнăç алă усса ларнине юратмасть. Çавăнпа эпир çĕнĕлĕхсенчен юлмасăр аталанма тăрăшатпăр. Пирĕн пĕтĕмĕшле йышра паян 176 ĕçчен. Вĕсенчен 110-шĕ - преподавательсем. Çак хастар коллектив хальхи вăхăтра 2000 студента пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлет. Ĕнерхи студентсем пирки ĕç коллективĕсенчен тав сăмахĕсем килни эпир тĕрĕс çул çинчине пĕлтерет тесе шутлатăп, - терĕ паян 55 çул тултаракан ентешĕмĕр.

Станислав Порфирьевич Шупашкарта ĕçлет пулсан та, çемйипе Москакасси ял тăрăхĕнчи Ситуккассинчи амăшĕпе - 88 çулхи Галина Александровнăпа - пĕрле пурăнать. Москакассинчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен мăшăрĕпе - Валентина Юрьевнăпа - Димăпа Ольăна пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Ĕçрен пушаннă вăхăтсенче 3 мăнукĕ - вĕсен паянхи савăнăçĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика