19 марта 2016 г.
"Шурă ромашка"
Пĕтĕм тĕнчери туберкулеза хирĕç кĕрешмелли куна (мартăн 24-мĕшне) халалланă "Шурă ромашка" акци пирĕн районта та пуçланчĕ. Ăна çулсеренех ирттереççĕ. Акци çынсене туберкулез хăрушă чир пулнине тата ăна тупса палăртассинче флюорографи тĕрĕслевĕ витĕмлĕ пулнине аса илтерет.
Акци мартăн 20 - апрелĕн 20-мĕшĕсенче иртет. Асăннă тапхăрта пурне те Муркашри тĕп больницăра, Мăн Сĕнтĕрти больницăра флюорографи кабинечĕсенче 8.00-15.00 сехетсенче тÿлевсĕр йышăнаççĕ. Унта пурте çитме тăрăшăр. Муркашри тĕп больница вара шăматкунсерен те флюорографи тĕрĕслевне килекенсене 8.00-12.00 сехетсенче йышăнать.
Туберкулез организма хавшатма пуçласан тин хăй пирки пĕлтерет. Кун пек чухне вара чирлисене нумай вăхăт хушши сиплеме тивет. Туберкулезпа чирлисем чир пуçламăшĕнче хăйсене лайăхах туяççĕ: ĕçлеççĕ, спорт вăййисене те хутшăнаççĕ... Сăн-питрен те сывă курăннăран вĕсем хăйсем чирли çинчен пĕлмеççĕ-ха. Çын туберкулезпа чирлесен час ывăннине, тарланине, температура ÿснине тата хăй вăйран кайнине асăрхать. Çак паллăсем ÿпкен ытти чирĕсемшĕн те пĕр килеççĕ. Акă мĕншĕн тÿрех врач патне каймалла.
2015 çулхи пĕтĕмлетÿ пирĕн районта çак хăрушă чире пула çыннăн пурнăçĕ татăлнă тĕслĕх пулманнине тата чире вăраха кайнă хыççăн кăна тупса палăртни пулманнине çирĕплетсе парать. Çапах та районти туберкулез чирĕпе чирлĕ 17 çынна тупса палăртнă. Каласа хăвармалла, вĕсем хушшинче ачасем çук, анчах та ачасене туберкулез хăвăрт ерме пултарнине аслисен асрах тытмалла.
Эпир кашнинчех асăрхаттаратпăр, туберкулез чирĕ вăрттăн иртнине вăхăтра тупса палăртма флюорографи тĕрĕслевĕ пулăшать. Ăна 15 çула çитнĕ çамрăксенчен пуçласа тăваççĕ. Ачасене тĕрĕслеме Манту реакцине туса ирттереççĕ е - диаскинтест. 2015 çулта РФ Сывлăх сыхлав министерстви 8 çултан аслăрах ачасене пурне те диаскинтест тĕрĕслевне туса ирттермелли пирки хушу кăларнă. Диаскинтест хыççăнхи кăтарту нормăран пысăк пулсан, хыççăнхи 10 кунра хушма тĕрĕслевсем тума палăртатпăр.
Иртнĕ çулта пирĕн районта куçса çÿрекен флюорографи установки ĕçлерĕ. Çакна май ялсенче пурĕ 3156 çын флюорографи тĕрĕслевне тухнă, вĕсенчен 200-шне хушма тĕрĕслев тума направлени панă.
2016 çулти икĕ уйăх кăна иртрĕ, анчах та çак тапхăр пирĕн районта туберкулез чирĕ пачах та "çывăрманнине" кăтартса пачĕ. Çавăнпа та пурне те флюорографи тĕрĕслевне хутшăнмаллине аса илтеретпĕр, уйрăмах - ĕçлеме республика тулашне тухса çÿрекенсене. Кĕçех тата туберкулеза хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă "Шурă ромашка" акци пуçланать.Туберкулез - ерекен чир тата хăрушă чир. Çавăнпа кил хуçи хĕрарăмĕсенчен пуçласа пенсионерсем таранах çулталăкра пĕрре флюорографипе тĕрĕсленмелле. Пирĕн сывлăх - хамăр алăра. Хăвăра упрăр.
О. Михайлова,
районти фтизиатр.