19 марта 2016 г.
- Пурăнма кирлĕ минимум мĕнрен пухăнать тата унпа ăçта усă кураççĕ;
- Раççейре пурăнма кирлĕ минимум виçине çынна йĕркеллĕ пурăнма, сывлăхлă пулма тата ĕçлеме кирлĕ таварсемпе услугăсен пĕтĕмĕшле хакне пĕрле шутласа палăртаççĕ. Ăна потребитель карçинкки теççĕ.
Çынсен социаллă демографи ушкăнĕсене кура пурăнма кирлĕ минимум виçине кашни кварталпа уйрăммăн палăртаççĕ. Вĕсем социаллă тÿлевсем (пособисем, чи пĕчĕк пенси, стипендисем т. ыт. те) панă чухне тата социаллă программăсене йышăннă чухне çынсен пурнăç шайне хаклама кирлĕ.
- Пурăнма кирлĕ минимумăн вăтам виçи çак вăхăта мĕн чухлĕ тата унчченхи кварталтипе танлаштарсан вăл мĕнлерех улшăннă;
- Пурăнма кирлĕ минимум виçи иртнĕ çулхи тăваттăмĕш кварталта, виççĕмĕш кварталтипе танлаштарсан, 1,5 процент чакрĕ, 8071 тенкĕпе танлашрĕ.
Социаллă тата демографи ушкăнĕсемпе илес пулсан, ĕçлекен çынсен вăл 8555 тенкĕ (1,6 процент е 140 тенкĕ чакнă), пенсионерсен - 6597 тенкĕ (1,2 процент е 80 тенкĕ), ачасен - 8142 тенкĕ (1,1 процент е 94 тенкĕ) пулчĕ.
- Пурăнма кирлĕ минимумăн вăтам виçине палăртасси ытти регионсенче мĕнлерех;
- Малтанласа палăртнă тăрăх, Атăлçи федераци округĕнчи мĕнпур регионсенче тенĕ пекех пурăнма кирлĕ минимумăн вăтам виçи чакнă. Ытларах чакнисем шутĕнче - Пушкăрт Республики (315 тенкĕ чакнă). Киров облаçĕнче (9276 тенкĕ) тата Пермь крайĕнче (9582 тенкĕ) минимум çав виçерех юлнă.
- Минимум виçи чакни мĕнпе çыхăннă;
- Çакă чи малтанах апат-çимĕçпе çыхăнман таварсен тата услугăсен хакĕсем чакнипе çыхăннă. Çыхăну хатĕрĕсен, мотор топливин, çумалли тата тасатмалли хатĕрсен хакĕсем чакнине кура çынсем апат-çимĕçпе çыхăнман продукци туянма расхутлакан укçа-тенкĕ сумми уйăхне вăтамран 60 тенкĕ, çыхăну услугисем валли расхутлакан укçа-тенкĕ сумми 79 тенкĕ сахалланнă. Апат-çимĕç продукчĕсем туянма укçа-тенкĕ расхутласси вара вăтамран 30 тенкĕ ÿснĕ.
Е. САПАРКИНА,
Чăваш Республикин ĕç
тата социаллă хÿтлĕх
министрĕн çумĕ.