Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çынни ыррине шанать

19 марта 2016 г.

 

Юнкун, мартăн 16-мĕшĕнче, республикипех пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Пирĕн района Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ килчĕ.

Комитет председателĕпе В. Петровпа чĕрчунсен чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветстанци пуçлăхĕ Н. Яковлев пĕрлехи информаци кунĕнче Ярославка ял тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Районти предпринимательсен канашĕн йышĕнчи Татьяна Бардасовăпа Маргарита Мигушова та çак ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллашас тĕллевпе тĕл пулусене хутшăнчĕç.

 

Информаци кунĕнче халăх патне çитермелли тĕп темăсем ку хутĕнче çаксем пулчĕç: республикăн иртнĕ çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕн кăтартăвĕсемпе 2016 çула палăртнă задачисем пирки, пĕтĕмĕшле хăрушсăрлăх тата пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен, ака-суха ĕçĕсене республикăра мĕнле хатĕрленсе пыни. Ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă май, çак информаципе В. Петров тĕплĕн паллаштарчĕ.

Информаци ушкăнĕ Ярославка Культура çуртĕнче, "Улыбка" ача садĕнче, Нискассинчи вăтам шкулта, Муркаш райповĕн Ярославкăри лавккинче пулса унти çивĕч ыйтусене те пĕлчĕ.

Ярославка Культура çурчĕ ăна хута янăранпа та тĕплĕ юсав курман - ку çурта пăхса çаврăнсан та тÿрех курăнать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ       С. Шадрин каланă тăрăх, культура учрежденийĕсене кинозалсемпе тивĕçтерме май паракан республика программине хутшăнасшăн. Кунта 2001 çулччен вырăнти халăха кино кăтартнă оборудовани халĕ те "стройрах". Унпа усă курма шутлаççĕ Ярославкăсем. Информаци ушкăнĕ оборудовани тĕплĕн упранса юлнине, кино курма зал пĕчĕк маррине палăртрĕ.

Культура çурчĕн ертÿçи Л. Кудряшова та мал туртăмлă специалист пулнине палăртрĕ Сергей Юрьевич. Нумаях пулмасть ял тăрăхĕнче Çăварни уявне те ирттернĕ - халăха килĕшнĕ. Уроксем хыççăн Культура çуртне ачасем те кружока çÿреççĕ. Апла пулсан кунта ĕçе планласа, йĕркелесе пыраççĕ. Ял тăрăхĕнче туслă коллективпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине палăртать С. Шадрин. Пурпĕр хальлĕхе çынсене эрехрен уйăрма йывăррине калаççĕ культура ĕçченĕсем.

Вырăнти çивĕч ыйтусенчен тепри - кунта 5 хутлă нумай хваттерлĕ çуртăн, 8 хваттерлĕ çуртăн, ача сачĕн тата ытти хăшпĕр çуртăн уйрăм котельнăйсем çукки. Çавăнпах ав ача садĕнче ăшă марччĕ - уçăрах. Апла пулсан урамран уçăлса кĕнĕ хыççăн ачасен тумтирĕ те типмест. Хĕлле вара кунта ăшă пулнине калаççĕ садик ĕçченĕсем. Çапла вара Ярославка ял тăрăхĕнче татса памалли ыйтусем сахал мар. Кунпа пĕрлех информаци кунĕнче çынсенчен те ыйту сахал мар пулчĕ.

Яланхи ыйту - сĕт хакĕ. "Минералкăран та йÿнĕ вĕт-ха. Кун пек пулсан ĕне шучĕ ялсенче татах чакĕ", - теççĕ ял çыннисем. Ярославка ялĕнчи лавкка сентри çинче Етĕрнере туса кăларнă 0,9 л кĕрекен пакетри сĕт хакĕ - 50 тенкĕ. Танлаштараççĕ, мĕншĕн тесен сĕт завочĕ сĕте "пакетласа" кăларма расхутланнине килте ĕне тытакан апат туяннипе, витесене юсавра тытса тăма тата ыттишĕн расхутланнипе танлаштарать.

Тепĕр пăшăрхану пирки. Çуллахи вăхăтра ялсенче ятарласа йĕркеленĕ вырăнсенче кăна шыва кĕме юрать. Мĕншĕн тесен вăл шыва хăрушсăрлăх енчен тĕрĕслеççĕ. Унта вара пурин те кайма май çук - ачасем валли тарăн теççĕ. Çавăнпах вырăнти тепĕр пĕвене те, тарăн маррине, шыва кĕме юрăхлă тума май çук-ши теççĕ. Ку ыйту патне С. Шадрин çитес вăхăтра таврăнма шантарчĕ.

Пушар яланах хăрушă - нимĕн те хăвармасть. Çавăнпа та ача сачĕн территорийĕнче вырнаçнă пушара хирĕç кĕрешмелли шыв саппасĕн объекчĕ пирки те ыйту пулчĕ. Ăна тĕрĕслев ирттерсе юсама май пуррине пĕлесшĕн çынсем, мĕншĕн тесен ял тăрăхĕнче шкул территорийĕнчи шыв саппасĕ кăна юрăхлă-мĕн. Шкул директорĕ А. Дмитриев вăл чăнах та йĕркеллĕ шайра пулнине, унта шыв тăнине çирĕплетсе каларĕ. Ку ыйтупа В. Петров ял тăрăхĕнчен çÿллĕрех инстанцие тухма шантарчĕ.

Тата ытти ыйту та канăçсăрлантарать çынсене. Вăл шутра - газ оборудованийĕн операторĕсем "хăшпĕр чух тĕрĕслеве ячĕшĕн кăна ирттерни, анчах укçине тарифпах илни", 60 сотка çĕрсене регистрацилесси тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемшĕн налук хăпарни, 7 пин ытларах пенси укçинчен   е ĕç укçинчен 5 пин кредит тÿленĕ хыççăн газшăн, электричествăшăн мĕнпе тÿлемелли те çынсене питĕ пăшăрхантарать.

Яланхи пекех ял çынни ыррине шанать...

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика