19 марта 2016 г.
Пĕрлехи информаци кунне ирттерекен "Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин федерацин Чăваш Республикинчи суд экспертиза лабораторийĕ" бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕ Леонид Морозов ертсе пыракан ушкăн Ильинка ял тăрăхне çитсе килчĕ. Малтанхи калаçу ял тăрăхĕнче иртнĕ хыççăн Вăрманкассинчи Культура çуртĕнче пулчĕ.
Леонид Морозов кун йĕркипе паллаштарнă май пĕрремĕш ыйту çинче чарăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, республикăра промышленность япăх мар аталанать, апла пулсан пĕр вырăнта тăмастпăр, малаллах туртăнатпăр. Кăçалхи январĕнче промышленность производствин индексĕ, иртнĕ çулхи çав тапхăр шайĕпе танлаштарсан, 107,5 процент. Республикăра туса кăларакан чылай производство ют çĕршыв продукцине ылмаштарма пултарать, вул шутра, чи малтанах, пахалăхĕпе те. Агропромышленность комплексĕнче те тухăçлă ĕçлени палăрать.
Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова районти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Район аталанăвĕ те курăмлă, уйрăмах ял хуçалăх производствинче ăнăçлăрах ĕçлеме тăрăшаççĕ.
Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Михаил Бычков ку тăрăхра пурăнакансемшĕн чылай тимлени курăнать. Вăл каланă тăрăх, çынсен чылай ыйтăвне татса пама тăрăшать. Урамсене çутăпа тивĕçтерес, пĕве тасатса çĕнетес, çул-йĕр çинче пĕчĕк юсав ирттерес ĕçсене яланах тимлĕхре тытать вăл - чăн-чăн йĕркелÿçĕ. Çынсемпе пĕр шухăшлă пулса кирек епле ĕçе те пурнăçлама тăрăшаççĕ вĕсем. Çавăнпа кăмăллаççĕ те ăна çынсем. Час стройматериал тупса кÿрсе килет, час электролампочкăсем туянса парать. Умри тĕллевсем те пысăк. Çитес вăхăтра Культура çурчĕ тавра хăтлăх кĕртме, çăва таврашĕнче йĕркелеме палăртаççĕ тата ытти те. Малашне те пĕрле тăрăшас шухăшлă ку тăрăхсем. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Ляченков Михаил Ананьевич ĕçне ырăпа хакларĕ. Çавăн пек пуçаруллă çынсем ытларах пулсан кирек епле ĕçе те çăмăллатма май килĕ.
Ĕç делегацийĕ Вăрманкассинчи куллен кирлĕ таварсен лавккине те çитсе курчĕ. Ассортимент пуянни, хаксене сăлтавсăр хăпартса яманни палăрчĕ.
Çанталăк ăшă кунсемпе савăнтарчĕ пулин те, çурхи шыв-шурпа кĕрешес ĕç иртрĕ теме иртерех-ха. Çавăнпа та çурт-йĕр таврашĕсене, шыв юхмалли лапамсене юртан тасатасси те хыçа юлман.
Черетлĕ ыйту вут-çулăмран сыхланассипе çыхăннă. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмаллине синкерлĕ фактсем тепĕр хут аса илтереççĕ. Кăçалхи мартăн 14-мĕшĕ тĕлне республикăра 165 хутчен вут-çулăм алхаснă, вĕсенче 24 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 25-шĕ аманнă, 90-шне çăлма май килнĕ. Пушара пула тÿснĕ тăкак 19,72 миллион тенкĕпе танлашнă. Районта та синкерлĕ фактсем пулчĕç. Ку тăрăхра та пушар машинине тытса тăрас ыйту пурри палăрчĕ.
Кирек хăш ял çыннине ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ пĕчĕк пулни пăшăрхантарать. Сĕт хакĕ ытла та йÿнĕ тăни хĕрÿ калаçу пуçарчĕ. Ку тăрăхсене ял хуçалăх производстви, ĕç вырăнĕсем çукки, ял палăрмаллах ватăлса пыни хумхантарать.
Çанталăк ăшăтнă майăн унта та кунта тасамарлăх çиеле тухса пырать. Владимир Михайлович çынсене тирпейлĕрех пулма ыйтрĕ. Кунти вăрман лаптăкĕсене, çырма-çатрана аякран килекен çынсем тулли михĕсем, хутаçсем пăрахаççĕ иккен. Çанталăк май панипе пĕрле тухса тирпейлемеллине палăртса хăварчĕç пуçаруллă çынсем.
Р. Илларионова.