19 марта 2016 г.
Черетлĕ информаци кунĕнче Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче 2015 çулхи ĕç тата финанс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе пĕрлехи отчетпа суйлав пухăвне ирттерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Турай ял тăрăхĕнчи çак ĕç коллективĕн пухăвне хутшăнчĕ. Ростислав Николаевич асăннă пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн пĕлтĕрхи ĕçĕсемпе тата умри тĕллевĕсемпе паллашнă хыççăн Анаткассисем районăн экономикăпа социаллă аталанăвне епле тÿпе хывни çинче чарăнса тăчĕ. Тăрăшуллă та мал туртăмлă ĕçшĕн хуçалăха 12 çул ертсе пынă В. Андреева кооператив членĕсем умĕнче район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.
- Эсир туслă пулса аяккалла пăхмасăр пĕр чăмăра пĕрлешсе умри йывăрлăхсене çĕнтернине курса тăтăмăр. Пĕр çемьери пек пулса эсир ÿсĕм хыççăн ÿсĕм турăр, ял хуçалăх производствине çĕнĕ ĕç технологийĕсене илсе кĕртрĕр. Вĕсенчен чылайăшĕ паян районăн ытти кĕтесĕнче вăй илчĕ. Çакăнта сирĕн хуçалăха 12 çул хушши ертсе пынă Владимир Славич Андреевăн тÿпи пысăк. Çавăнпа та вăл паян тунă йышăнупа та эпир килĕшетпĕр. Хуçалăха экономика йывăрлăхĕсене çĕнсе аталану çулĕпе утма вĕрентнĕшĕн Владимир Славича паян эпир ăшшăн тав тăватпăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ хуçалăх ертÿçине пухăва пухăннисем тăвăллăн алă çупнă май чысласа.
Пуху палăртнă вăхăтрах, 11 сехетре пуçланни - хуçалăхра ĕç дисциплини пулнин кăтартăвĕ. Маларах ĕç коллективĕсенче пĕтĕмлетÿ калаçăвĕсем ирттернĕ май пуху пĕтĕмĕшле отчетран пуçланчĕ. Ăна ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи В. Андреев туса пачĕ.
Паянхи ĕçе ырана хăвармасăр ĕçлесе пырса хуçалăх ĕçченĕсем иртнĕ çул пĕтĕмпе 41 миллион та 913 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Уйрăммăн илсен, ÿсентăран отраслĕ - 11 миллион 514 пин тенкĕлĕх, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ - 29 миллион 949 пин тенкĕлĕх. Ума лартнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçласа пырса хуçалăх ĕçченĕсем отчетлă тапхăра 5 миллион та 882 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ. Вăл йăлтах çĕнĕ ял хуçалăх техники туянма кайнă. Çĕнĕ техника тенĕрен, иртнĕ çул Анаткассисемпе Çатракассисем тата Тушкассисемпе Кĕçĕнчурашсем пĕрлехи вăйпа пурĕ энерги перекетлекен 15 миллион та 826 пин тенкĕлĕх техникăпа оборудовани туяннă. Вăл шутра: 3 трактор, выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайн, ĕнесене апат вакласа хутăштарса паракан агрегат, икĕ дискатор т. ыт. те. Перекет ыйтăвне мала кăларса хуçалăхра юсав ĕçĕсем нумай пурнăçланă. Вĕсем паян та кун йĕркинче.
- 2004 çулпа танлаштарсан, эпир самай малалла утăмларăмăр. Çакăнта эпир ыранхи куна шанса пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени малта тăрать. Пĕрлехи ĕç-хĕл çĕнĕ тĕллевсем çуратать. Йывăр вăхăтра тĕрĕс йышăнусем туса тата тĕллевлĕ ĕçлесе халăх валли те, хуçалăхшăн та, хамăр территорири социаллă объектсем валли те сахал мар ĕç пурнăçларăмăр. Малашне те çак ĕçсене сÿнме парас марччĕ, хамăр çĕр çинче хамăрăнах ĕçлесчĕ, - терĕ 12 çул хушши хăйĕнпе пĕрле ĕçленĕ ĕçченсене ăшшăн тав туса кооператив ертÿçи.
Ăна итленĕ май пухăва пынисем кашни ĕç пирки калаçнине, кашни ĕç кăтартăвне хăйсем витĕр кăларса пыни курăнчĕ. Аталану тенине çак кăтарту лайăх кăтартать: В. Андреев хуçалăх тилхепине тытнă пĕрремĕш çул Суворов яч. хис. хуçалăхăн пĕтĕмĕшле тупăшĕ (выручка) 9 миллион та 250 пин тенкĕпе танлашнă. Çав хушăрах хуçалăх умĕнчи парăмсем 13 миллион тенкĕ пулнă. Унтанпа парăмсем татăлнипе пĕрлех хуçалăхăн ĕç укçипе те, налуксем тÿлессипе те тытăнса тăни пулман. Ума лартнă тĕллевсем пурнăçланнинче хуçалăх ĕçченĕсен, тĕп тата вăтам сыпăкри специалистсен тÿпи пысăккине палăртмалла. Пĕрлехи вăй-халпа кунта хуçалăхри тата ун тулашĕнчи çĕрсемпе тулăх ĕçлеме, хатĕрленĕ апатăн кашни килограмĕпе перекетлĕ усă курма, мал ĕмĕтсене йĕркелесе пурăнма вĕренсе çитнĕ. Çакă ĕнтĕ вăл - хуçалăх ÿсĕмĕн никĕсĕ.
Çак тĕлте хуçалăхăн иртнĕ çулхи производствăпа финанс ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăни те вырăнлă пулмалла.
Хуçалăх хăйĕн аталанăвĕнче сĕт сăвассине тĕп вырăна кăларнăран юлашки çулсенче кунта сăвăм ÿссех пырать, ĕнесен кĕтĕвĕ те хушăнать. Иртнĕ çул хуçалăх сумалли ĕнесен кĕтĕвне 214-ран 224 пуçа çитернĕ. Отчетлă вăхăтра пĕтĕмпе 1356 тонна сĕт сунă. Ку вăл пĕр ĕне пуçне вăтамран 6324 килограмм сĕт суни пулать. Çакă, 12 çул каяллахи кăтартупа танлаштарсан, 3 хута яхăн пысăкрах. Хуçалăхра çеç мар, районта та малта пыракан операторсен (Валентина Печковăпа Галина Алексеева) кăтартăвĕ вара 7872 килограма çитнĕ.
- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пире паха продукципе ытлă-çитлĕ тивĕçтерни тата пĕр условисенчех пĕрисем тухăçлăрах ĕçлени ыттисене те хавхаланса ĕçлеме май парать. Çавăнпа та иртнĕ çул мĕн тунине обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем хăйсемшĕн çĕнĕ ÿсĕм никĕсĕ тесе шутлаççĕ, - пĕлтерчĕ отчетлă доклада сÿтсе явма хутшăннă чух хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Галина Васильева.
Иртнĕ çул ÿсентăран отраслĕнче ĕçлекенсем те хăйсем умне лартнă тĕллевсене килĕштерсе ĕçлесе туллин пурнăçланă. Çапла вара вĕсем 890 гектар çинчен агротехнологие пăхăнса 26413 центнер тырă-пулă туса илнĕ. 420 гектар çинчи пĕр çул ÿсекен курăксемпе тата 680 гектар йышăнакан нумай çул ÿсекен курăксемпе усă курса обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тулăх хĕл каçарма 742 тонна паха утă, 7614 тонна сенаж-силос янтăланă, 530 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Çакăн пирки тата ÿсентăран отраслĕ мĕн чуль укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пулăшни çинчен хуçалăхăн тĕп агрономĕ Галина Албутова паллаштарчĕ.
- Сирĕн ĕç-хĕлпе тата ÿсĕмсемпе районти кашни хуçалăхрах интересленсе тăраççĕ. Вĕсем ыттисене те тăрăшуллăрах, пуçаруллăрах пулма хавхалантараççĕ. Эсир ура çинче çирĕп тăни ял тăрăхĕн пурнăçне те çĕнĕ варкăш кĕртет, ăна интереслĕрех тума пулăшать, - терĕ пуху ĕçне хутшăннă май Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Павлов.
Хуçалăхăн иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетсе ирттернĕ пухăвне Турайри вăтам шкул директорĕ Ю. Герасимов, Анаткассинчи пуçламăш шкулпа ача сачĕн ертÿçи Ю. Иванов хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен пурнăçĕнче хуçалăхпа унăн ĕçченĕсем мĕнле вырăн йышăнни çинче чарăнса тăчĕç.
Отчетсене итленĕ, хуçалăхăн финанс ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн хуçалăх ĕçченĕсем кооператив правленийĕн иртнĕ çулхи ĕçне "вăтам" хак пачĕç. Çакăн хыççăн пухăва пынă кооператив членĕсем, В. Андреев ыйтнине тивĕçтерсе, хуçалăхăн çĕнĕ ертÿçине суйларĕç. Кунта вĕсем пĕр саслă пулса хуçалăх тилхепине кооперативăн тĕп инженерне А. Воробьева шанса пачĕç.
- Эсир тунă йышăну ман çине пысăк яваплăх хурать. Çавăнпа та маларахри çулсенче пуçланă ĕçсене вĕçне çитерес ĕçре пĕрле пулма Владимир Славича хамăн заместитель пулма çирĕплететĕп, - терĕ пухăннисене тав туса тата хăйĕн пĕрремĕш йышăнăвĕпе паллаштарса Алексей Валентинович.
Правленин çĕнĕ йышне суйланă хыççăн кооператив членĕсем хăйсен йышне 11 çынна йышăнчĕç. Пĕрлехи пухурах иртнĕ ял хуçалăх çулĕнче ытларах тăрăшулăх кăтартнисене Хисеп грамотисемпе парнесем парса, юбилярсене хаклă парнесемпе чысларĕç.
Пурнăç улшăнăвĕсемпе тан пыракан хуçалăх паян черетлĕ çур акине хатĕрленет. Кун пирки хаçатăн çитес номерĕсенче каласа парăпăр.
А. БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.