19 марта 2016 г.
Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадине пирĕн районти вĕренекенсем çулсеренех активлă хутшăнаççĕ. Муниципалитет шайĕнчи тапхăрта мала тухнисем вара республика шайĕнчи тапхăра хутшăнаççĕ. Вĕсем çинче яваплăхĕ те пысăк - район чысне хÿтĕлеççĕ.
Çак вĕренÿ çулĕнчи олимпиадăра район чысне республика шайĕнче хÿтĕлесе 9 вĕренекен малти вырăнсене тивĕçрĕ:
* Муркаш шкулĕнче 11 класра вĕренекен Анастасия Ефанова (хатĕрлекен учительсем - Елена тата Олег Ефановсем) - вырăс литературипе.
* Муркаш шкулĕнче 11 класра вĕренекен Марина Романова (хатĕрлекенĕсем - Елена тата Олег Ефановсем) - вырăс литературипе.
* Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче 9 класра вĕренекен Алена Крючкова (хатĕрлекенĕ - Игорь Семенов) - ОБЖ предмечĕпе.
* Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче 9 класра вĕренекен Евгения Огнева (хатĕрлекенĕ - Игорь Семенов) - ОБЖ предмечĕпе.
* Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче 9 класра вĕренекен Ольга Миронова (хатĕрлекенĕ - Игорь Семенов) - ОБЖ предмечĕпе.
* Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче 10 класра вĕренекен Светлана Подилкина (хатĕрлекенĕ - Игорь Семенов) - ОБЖ предмечĕпе.
* Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче 10 класра вĕренекен Юлия Студнева (хатĕрлекенĕ - Игорь Семенов) - ОБЖ предмечĕпе.
* Турай шкулĕнче 11 класра вĕренекен Кристина Бычкова (хатĕрлекенĕ - Альбина Герасимова) - технологи предмечĕпе.
* Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче 10 класра вĕренекен Ульяна Мокина (хатĕрлекенĕ - Светлана Матвеева) - искусство (МХК) предмечĕпе.
* Муркаш шкулĕнче 11 класра вĕренекен Анастасия Ефанова (хатĕрлекенĕсем - Елена тата Олег Ефановсем) - искусство (МХК) предмечĕпе.
Пухнă баллсен шутне кура, Анастасия Ефанова литература тата искусство (МХК) предмечĕсемпе шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин Раççей шайĕнчи тапхăрне ( мартăн 21-мĕшĕ - апрелĕн 29-мĕшĕсенче иртет) хутшăнма тивĕçнĕ.
Н. Николаева.