Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ çинчи уяв

16 марта 2016 г.

 

2015-2016 хĕллехи спорт сезонĕнчи Муркашсен чи палăрăмлă çитĕнĕвĕсем:

Чăваш Республикинче чемпион пулассишĕн тата мала тухассишĕн иртнĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче - 1-мĕш вырăн.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен спартакиадинче - 3-мĕш вырăн.

Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен хушшинче иртнĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче - 2-мĕш вырăн (В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕ).

Ентешсен пысăк спортри çитĕнĕвĕсем те сумлă: биатлон енĕпе Раççей чемпионатĕнче 40 км дистанцире Вячеслав Акимов 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ* биатлон енĕпе (патруль чупăвĕ) Раççей чемпионатĕнче Павел Охотников         1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Иртнĕ шăматкун район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн иртнĕ йĕлтĕрçĕсен эстафетипе пирĕн районта хĕллехи спорт сезонĕ хупăнчĕ.

Çак эстафета кашни çулах чăн-чăн спорт уявĕ пек иртет. Кăçалхи уява Чăваш Республикин спорт министрĕ С. Шелтуков та килсе çитрĕ. Муркаш районĕ республика спорчĕн уйрăлми пайĕ пулса тăнине, районти вăйлă специалистсем тăрăшнине палăртрĕ вăл, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сĕнчĕ. Район шайĕнче массăллă спорта аталантарассине тивĕçлĕ шайра тытса пынăшăн район администрацийĕн пуçлăхне Р. Тимофеева Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Сцена çинчи сĕтел çинче кубоксем кăна мар, тĕрлĕ парне те питĕ нумайччĕ. Ку ăмăртăва ирттерме районти чылай предприниматель, организаципе предприяти пулăшу панине палăртса район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсене тав сăмахĕ каларĕ. Вун саккăрмĕш хут иртекен эстафетăна пухăннă командăсене спорт уявĕпе саламласа пирĕн ентешсен спортри çитĕнĕвĕсемпе те паллаштарчĕ вăл. Хĕллехи спорт сезонĕнче тăрăшуллă ĕçпе палăрнă тренерсене район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тата парнесем парса чысларĕ.

Çак кун республикăн спорт министрĕпе пĕрлех Муркашсене саламлама хăнасем, ентешсем йышлăн пухăнчĕç. Хăйсен салам сăмахĕнче ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров, Муркашсен Шупашкарти ентешлĕхĕн ертÿçи А. Федотов тата ыттисем те ÿсĕмсене чакармалла маррине палăртрĕç.

Эстафета вара ертÿçĕсен чупăвĕнчен пуçланчĕ. Нумайăшĕ çак старта кăмăла хăпартма тухать, анчах та ăмăрту çĕнтерÿçĕсĕр пулмасть. Арçын-ертÿçĕсенчен финиша кам маларах çитесси акă юлашки çеккунтсемчченех паллă марччĕ - тăваттăн пĕр утăмпа килнĕн туйăнчĕ. Çапах та         И. Никитин предприниматель "Свобода" хуçалăх ертÿçинчен Л. Петровран финиш йĕрне кăшт маларах иртрĕ. В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн Муркашри филиалĕн завучĕ Е. Григорьев 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Хĕрарăмсем финиша çак йĕркепе çитрĕç: пуринчен малтан - "Сывлăх" спорт шкулăн завучĕ М. Смирнова, хыççăн - Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Колесникова тата Калайкасси шкулĕн директор çумĕ Э. Портнова.

Стартсене ăмăртăвăн положенийĕ тăрăх йĕркелерĕç. Çапла ертÿçĕсем хыççăн учительсем ăмăртрĕç. Калайкасси шкулĕн команди кубока тивĕçрĕ (сăн ÿкерчĕкре), 2-мĕш вырăна - Нискасси шкулĕ, 3-мĕш вырăна - Çатракасси шкулĕ.

Ял тăрăхĕсен командисем, шел пулин те, сахаллăн пулчĕç. Çавăнпах малти вырăна тухасси питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Ярославка ял тăрăхĕн команди 1-мĕш, Çатракасси ял тăрăхĕ - 2-мĕш, Катькас ял тăрăхĕ 3-мĕш пулчĕç.

Районти организацисен, учрежденисен тата предприятисен стартĕнче "Свобода" хуçалăх командине çитекенни пулмарĕ. "13 номерлĕ аптека" командипе Муркаш райпо команди хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç.

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен тата влаç органĕсен территори подразделенийĕсен йышĕнче шалти ĕçсен пайĕ виççĕмĕш çул ĕнтĕ кубока тивĕçлĕ пулчĕ. Çавăнпах кубок вĕсем патĕнче яланлăхах юлчĕ. Районти централизациленĕ клуб тытăмĕн команди - 2-мĕш, вĕренÿ пайĕ 3-мĕш пулчĕç.

Депутатсен районти пухăвĕн "Единая Россия" фракци ертÿçи А. Давыдов фракцирен ятарлă парнене çĕнтерÿшĕн ăнтăлакан Муркашри тĕп больница команди тивĕçнине пĕлтерчĕ. Мала тухнисене медальсемпе, парнесемпе, грамотăсемпе чысланă хыççăн Р. Тимофеев ăмăртури чи çамрăк йĕлтĕрçĕсене те парнепе чысларĕ. Вĕсем Катькас ял тăрăхĕнчи А. Моисеевпа Е. Петухова пулчĕç.

Спорт уявне хутшăнакансене йĕлтĕр йĕрĕ кăна мар, Çурлатринчи "Çеçпĕл" эстрада ушкăнĕн илемлĕ юрри-ташши, Муркаш райповĕ тивĕçтернĕ çуллă икерчипе вĕри чейĕ, техĕмлĕ шашлыкĕ те килĕшрĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика