Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварни иртрĕ, умра - çур аки

16 марта 2016 г.

 

"Çăварни уйăх çаврăннă вăхăтра пулать. Аслă çăварни - кивĕ уйăхăн юлашки вырсарникунĕнче. Кĕçĕн çăварни - çĕнĕ уйăхăн пĕрремĕш вырсарнийĕнче", - вĕрентсе калатчĕ анне хамăр ача-пăча чух çурхи хĕвел ăшшинче. Авалтанпах çак вăхăтра хĕл ăсатассине кунпа çĕр танлашнине халалланă. Хресчен çакăнта çурхи ака-суха ĕçĕсене хĕл кунĕсенчен уйăрнă. Хресченĕн кăмăл-туйăмĕ хĕл ыйхинчен вăранса ăшă çуркуннешĕн, ĕçпе пуян çу кунĕсемпе çăкăрпа тулăх кĕр кунĕсемшĕн пулнă.

Кун тăршшĕ палăрмаллах вăрăмланчĕ. Сарă хĕвел çÿлтен çÿле хăпарни, унăн ăшши вăйланни çурхи ака-сухаччен те вăхăт нумай юлманнине систерет. Çакна ăнланса иртнĕ вырсарникун, пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Мăн Сĕнтĕрте савăк лару-тăрура Хĕл ăсатăвĕн уявĕ иртрĕ. Çăварни икерчипе апатланнă хушăрах çĕр ĕçченĕ умĕнче тăракан ыйтусене те хускатрĕç уявра.

"Шуçăм" кафе умĕнчи лаптăка палăртнă вăхăта халăх йышлă пухăнчĕ. Ватти те, вĕтти те Мăн Сĕнтĕр райповĕн сутуçисемпе обществăлла апатлану предприятийĕсем сĕнекен икерчĕне вĕри чейпе астивсе пăхма хыпаланчĕç. Вĕсем валли сĕтелсемпе саксем вырнаçтарни уяв культурине ÿстерчĕ кăна.

- Хĕл ăсатăвĕ - çамрăклăха аса илтерекен уяв. Çулсем иртсен те унран пăрăнса юлас килмест. Ку ырă йĕркене сÿнме паманшăн тата ăна çĕнĕлле аталантарса пынишĕн район администрацине, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхне, Мăн Сĕнтĕр райповне тав тăватпăр, - терĕ хĕрĕпе ывăлне чей ĕçтерекен Д. Гаврилов.

- Кунта лайăх, анчах эпир каçхине кукамай патне икерчĕ çиме каятпăр, - пирĕн калаçăва хутшăнса савăнăçлăн хыпарларĕ Богдан.

Çак вăхăтра уяв вăй илсех пычĕ. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А. Лаптевпа Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн председателĕ Л. Майкова уяв программипе интересленсех тăчĕç, пĕрлехи савăнăçа йĕркелесе пычĕç. Юрă-ташăпа туслашнă халăх хушшине район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, Чăваш Республикин "Апат-çимĕç фончĕ" унитарлă предприяти директорĕ, Муркашсен Шупашкарти ентешлĕхĕн ертÿçи А. Федотов пырса тухни савăнăç программи çĕнĕ шая çĕкленнине систерчĕ.

Уявăн савăнăçлă пайне Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаптев уçрĕ. Вăл çăварни уявĕн кун йĕркипе паллаштарнă хыççăн пухăннă халăха Ростислав Николаевич саламларĕ.

- Паян эпир пĕрле савăнни хамăр умри яваплăха та ÿстерме ыйтать. Çурхи ака-сухаччен вăхăт нумай юлманран паян пĕтĕм тимлĕхе çур акине хатĕрленессипе уйăрмалла. Урăхла юрамасть: çур акине епле хатĕрленнипе çитес хĕл кунĕсем тачă çыхăнура. Кун хыçĕнче - çĕр ĕçченĕн экономикин аталанăвĕ. Мăнсĕнтĕрсем çакна çирĕп ăша хывнă тесе шутлатăп, - терĕ вăл.

- Çăварнире анне икерчĕ пĕçерсе çитерни паян та асра. Те уяв икерчи пулнăран питĕ тутлă пек туйăнатчĕ вăл. Çак уявра халăх йышлăн савăнни манăн ентешсем çурхи ака-сухара та хастар пуласса шантарать, - терĕ салам сăмахĕнче Александр Иванович.

Тĕп лаптăкра уяв кĕрленĕ чух Оринин ял тăрăхĕнчи Чамăшри Григорий Рязанов урапа çине çуна лартса тухнăскер, ача-пăчана лашапа катаччи чуптарни те пĕрлехи савăнăçа ÿстерчĕ кăна.

Саламлă сăмахсем хыççăн сцена çине пĕрин хыççăн тепри ялсенчен килнĕ художество пултарулăх ушкăнĕсем тухрĕç. Хаваслă ташă-юрăпа уяв савăнăçне ÿстерчĕç. Пилĕк ушкăн уява пынисене савăк кăмăлпа ташша-юрра йыхравларĕ.

Пĕрисем ташланă-юрланă вăхăтра спортпа туслисем Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта мини-футболла выляссипе (8 команда), 24 килограмлă кире пуканĕ çĕклессипе (11 участник), михĕсемпе кĕрешессипе тата ялсенчен килнĕ çамрăксем вĕрен туртассипе тупăшрĕç.

Хĕл ăсатăвĕн уявĕ ташă-юрăра та, спорт ăмăртăвĕсенче те туслăх çĕнтернипе вĕçленчĕ.

А. БЕЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика