Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Расписани паллă

16 марта 2016 г.

 

РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви 2016 çулта ирттермелли патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен расписанине çирĕплетнĕ.

Патшалăх экзаменĕсене кăçал икĕ тапхăрпа йĕркелĕç. Малтанхи тапхăр мартăн 21 - апрелĕн 23-мĕшĕсенче иртет. Тĕп тапхăр майăн 27-мĕшĕнче пуçланать. Вăл июнĕн 30-мĕшĕчченех пырĕ.

Суйласа илмелли предметсен йышĕнчен выпускниксенчен чылайăшĕ общество предметне кăмăлланăран ăна валли уйрăм кун палăртнă.

Экзаменсем тытмалли резерв кунĕсен тапхăрне те палăртнă. Экзамен иртекен кун е палăртнă резерв кунĕнче шута илмелли сăлтава пула (выпускник чирлесе ÿкнĕ е икĕ экзамен пĕр куна лекнĕ пулсан...) экзамена пырайманнисем валли тата хушма кун уйăрнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика