16 марта 2016 г.
Республикăра Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, ЧР вĕренÿ институчĕ, "Хыпар" хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ тата И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016" акци ирттереççĕ.
Аса илтеретпĕр, акцие чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тăван чĕлхене пĕлнине кăтартма май парас тесе пĕрремĕш хут 2013 çулта йĕркеленĕ. Кăçал та диктанта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çырăпăр. Хальлĕхе диктант тексчĕн конкурсĕ пуçланнă.
Иртнĕ çулсенче диктант текстне Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М. Карягина тележурналист тата чăваш прозаикĕ Л. Маяксем çырни тăрăх хатĕрленĕччĕ.
Хамăр инф.