Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чĕрĕ уроксем" пулăшĕç

16 марта 2016 г.

 

Юлашки çулсенче нумай çĕршывра вĕренÿ туризмĕ ача-пăча тата çамрăксен туризмĕн вăйлă аталанакан енĕ пулса тăчĕ. Çакăн пек туризма аталантаркансем вĕрентÿ программисене "чĕрĕлле" кăтартаççĕ. Раççейре те ку енĕпе малта пыракансем пур: Хакаси Республики, Свердловск облаçĕ тата Чăваш Ен.

"Чĕрĕ уроксем" проектпа паллаштарас тĕллевпе мартăн 17-18-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Культура министерстви пулăшнипе Шупашкарта регионсен хушшинчи конференци иртет. Ăна республикăн Министрсен Кабинечĕ ирттерет.

Конференцири калаçăвăн тĕп теми - туроператорсемпе вĕренÿ организацийĕсем килĕштерсе ĕçлесси. Кунсăр пуçне конференцире пĕтĕмĕшле пĕлÿ тата професси пĕлĕвĕн программисене туризмпа экскурси мероприятийĕсене кĕртесси пирки те сăмах хускатĕç. Çакна май Чăваш Енĕн Культура, Вĕренÿ министерствисем тата туроператорĕсем 1-11 классенче вĕренекенсем валли вĕрентÿпе экскурси программисене туса хатĕрлеме мĕнле ĕç пурнăçлани пирки каласа кăтартĕç. Свердловск облаçĕ регионта пурнăçланакан "Урал школе" маршрутпа, хатĕрленĕ каталогсемпе, вĕрентÿпе методика сĕнĕвĕсемпе тата ĕç тетрачĕсемпе паллаштарĕ. Кунпа пĕрлех Буряти, Екатеринбург, Киров, Мускав, Пермь, Тула, Хакаси тата ытти регионпа хулари туроператорсем те конференцие хутшăнĕç.

Пирĕн районтан çак конференцие район администрацийĕн культура, архив ĕçĕн тата туризм пайĕн пуçлăхĕ Елена Чернова ертсе пыракан делегаци хутшăнать. Делегаци йышĕнче - культура тата вĕренÿ сферисен специалисчĕсем. Вĕсем икĕ кунхи ĕçе те хутшăнĕç - пленарлă ларуран пуçласа тĕрлĕ мастер-классемпе куравсем таранах.

Каласа хăвармалла, районта шалти туризма аталантарма потенциал пысăк. Çавăнпах культура пайĕ турист маршручĕсене хатĕрлессипе ку таранччен те ĕçленĕ, халĕ те вĕсене çĕнĕлĕхсем кĕртсе маршрутсене интереслĕрех тăвассипе тимлет. Кунпа пĕрлех хушма пĕлÿ паракан педагогсем хăйсен вĕренекенĕсемпе пĕрле çак ĕçе активлă хутшăнаççĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика