Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта малашлăха пăхаççĕ

16 марта 2016 г.

 

Нумаях пулмасть Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул 120 çул тултарнине паллă турĕ. Çав ятпа шкултан тĕрлĕ çулта пурнăç çулĕ çине тухнисем, кунта маларах вăхăтра ĕçлеме тивнисем, ĕç ĕмĕрне тăван шкулта ирттернисем тата паян кунта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем пĕр йыша пухăнчĕç. Савăнăçлă тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев, районти вĕрентÿпе спорт тата туризм пайĕн ертÿçи З. Дипломатова, Çатракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Трофимов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ А. Иванов, "Мет-Лайф АО" страхлакан компанин аслă менеджерĕ        М. Тихонов т. ыт. те хутшăнчĕç.

Уява пынисенчен кашниех шкул утса тухнă çулсене, вăл туса ирттернĕ ĕçсене, унăн аталанăвне тĕрлĕ çулта тÿпе хывнисене ырăпа аса илчĕç.

- Шкулăн тĕп тивĕçĕ - халăха хутла вĕрентесси. Кашмаш шкулĕ ăна туллин пурнăçланипе пĕрлех историе чăн-чăн ĕç лаççи пек йĕр хăварса пырать. Унăн аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕнче те ĕç тĕп вырăнта тăрать, - терĕç уява пынă хăнасем хăйсен сăмахĕсене уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетсе тата уйрăм ĕçченсене чысласа.

Уявра вĕрентÿ учрежденийĕн историйĕпе тунă анлă доклачĕпе шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Г. Ершова паллаштарчĕ. Галина Павловна хăйĕн сăмахне шкул аталанăвĕн кашни тапхăрĕпе çыхăнтарса пычĕ. 1896 çулхи кăрлач уйăхĕн                                 1-мĕшĕнче Кашмашра арçын ачасем валли икĕ класлă тăватă çул вĕренмелли земство училищи уçăлни хыçĕнче те, 1904 çулта хĕрачасем валли тепĕр училище уçăлнинче те - ял çыннисен ĕçĕ тĕп вырăнта. 120 çул хушшинче шкул кун-çулне пурнăç аталанăвĕпе пĕр шайра илсе пырассипе вăй хунă вун-вун вĕрентекенпе пиншер вĕренекене те мал туртăмлă ĕç пĕрлештерсе тăнă. Çапла аталансах пĕрлехи вăйпа1929 - 1931 çулсене шкулăн паянхи йывăç çурчĕ ĕçе кĕнĕ. Çулсем иртнĕ май шкул хушма хуралтăсемпе, хăйĕн сад-пахчипе, тĕрлĕ йывăç вăрманĕпе хăйне евĕр пурнăç утравĕ пулса тăнă.

120 çул хушшинче Кашмаш шкулĕнче 130 ытла учитель вăй хунă. Вĕсем ăс панипе ĕçе юратакан 2300 ытла хĕрпе яш пурнăç çулĕ çине тухнă, шкул ятне малалла сарнă. Вĕсем хушшинче наука çыннисем те, композиторсемпе артистсем те, вăрçăпа ĕç паттăрĕсем те, СССР Геройĕпе (Борис Васильев) Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ (Александр Быков) тата Раççей Геройĕн (Николай Смирновăн) амăшĕ Тамара Леонидовна Смирнова та пур, патшалăх наградисене тивĕçнĕ ĕç паттăрĕсемпе паян ял хуçалăх производствинче тĕслĕхре ĕçлекенсем нумай.

Паян шкулта 72 ача вĕренет. Вĕсен 62,5 проценчĕ вĕренÿре лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Ачасене пурнăç çулĕ çине тулли пĕлÿ хутаççипе тухма 17 вĕрентекен пулăшать.

Ĕçчен ачасемпе вĕрентекенсем тăрăшнипе шкул таврашĕнче 20 гектар вăрман ÿсет. Паян вăл - ял илемĕ. Кунтан вĕренсе тухнă Александр Гониашвили иртнĕ çул Бразилире ĕç профессийĕсен чемпионатĕнче "Повар ĕçĕпе" çĕнтерÿçĕ пулни те - шкул хисепĕ.

Ĕçпе туслă коллектив спортран та катара тăманнине кунта вĕреннĕ тата спотра пуçламăш ÿсĕмсем тунă Нина Охотникова (хăвăрт утассипе РФ спорт маçтăрĕ), Павел Охотников (биатлон енĕпе РФ спорт маçтăрĕ) тĕслĕхĕсем çирĕплетеççĕ.

Шкулăн пуян историйĕ - унăн малашлăхĕн çирĕп никĕсĕ.

А. БЕЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика