23 марта 2016 г.
Иртнĕ эрне тăршшĕпех редакцие Çăварни уявне ял тăрăхĕсенче мĕнле ирттерни пирки çырусем килчĕç. Вĕсенчен хăшĕсемпе кĕскен паллаштаратпăр.
Юнкăсем хĕле хаваслă та пысăк йышпа ăсатнине Л. Аргандеева çырса пĕлтерчĕ. Ял тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсемпе пултарулăх ушкăнĕсем çак мероприятие тĕплĕн хатĕрленнĕ. "Рябинушка" ача сачĕн воспитателĕсем, шкулта ĕçлекенсем, вырăнти амбулаторире ĕçлекенсем, ветерансен хорĕ хаваслă юрă-ташăпа, шÿт-такмакпа савăнтарнă. Уява вырăнти тата районти ертÿçĕсем те хутшăннă. Кунта капăрлатнă лашасемпе ачасене катаччи те ярăнтарнă. Тĕрлĕ конкурс, спорт ăмăртăвĕ пулнă, çавна май çĕнтерÿçĕсене парнесемпе тата грамотăсемпе хавхалантарнă. Пĕрле савăнма пĕлеççĕ Юнкăсем.
Çăварни эрнин юлашки кунне (Каçару кунне) ял халăхĕпе пĕрле ăсатасси - Очăкассисен ырă йăлара. Çакăн пирки редакцие Ф. Матвеевăпа Р. Илларионова çырса пĕлтерчĕç. Кунта авалхи йăла-йĕркене ăруран ăрăва тăсса пырассине мала хунăран уяв программине тĕрлĕ хаваслă ăмăртусемпе пĕрлех мăн асаттесен ăслăлăхне тĕрĕслеме май паракан конкурссене те кĕртнĕ. Катемпие вара çырма хĕррине илсе кайса çунтарнă. "Усаллине унпа пĕрле "çунтарса ярса" пурте ырлăх, тăнăç пурнăç пирки шухăшларĕç", - пĕлтереççĕ авторсем. Малашнехи кунсенче вара тасалăх эрнисем пуçланнине, çак вăхăтра чун-чĕрене ырă мар шухăшсенчен тасатмаллине, кил таврашне тирпейлемеллине те аса илтерсе çырнă вĕсем.
Шурча шкулĕнче Çăварни уявне ирттерни пирки унти вĕрентекен Н. Тюрина çырса хыпарларĕ. Интереслĕ конкурссем тата Çăварни уявне ĕлĕк мĕнле ирттерни çинчен каласа пани ачасен тавракурăмне тарăнлатма тата пултарулăхне ытларах уçса пама пулăшнине палăртнă вăл. Кашни класс уяв çинчен мĕн те пулин интереслине пĕлтернĕ. Хыççăн вара пурте пĕрле тăвайккинчен ярăннă, кайран катемпие çунтарса янă.
Н. НИКОЛАЕВА.