23 марта 2016 г.
Çуркунне - çулталăкăн илемлĕ вăхăчĕ. Ăна пурте кĕтетпĕр. Акă ерипен çутçанталăк хĕл ыйхинчен вăранать. Пыл хурчĕсем те çуркунне çитнине, кун вăрăмланнине сисеççĕ. Март уйăхĕнче омшаникра сывлăш температури 5 - 6 градус таран е унтан та ытларах ăшăнма пултарать. Вĕллесене кăларса лартас умĕн сывлăш температури ытлашши ăшăнса каять пулсан, çĕрлесенче омшаник алăкне уçмалла та тул çутăлма пуçласан хупмалла, мĕншĕн тесен çутăпа хуртсем вĕллерен вĕçсе тухма пултараççĕ. Кăнтăрлахи вăхăтра сывлăш ан ăшăнтăр тесе пысăк чашăксемпе юр кĕртсе лартма та юрать.
Эпĕ çур ĕмĕр ытла хурт-хăмăр тытатăп. Пыл хурчĕсене пахчана кăларса лартмалли вăхăт кашни çул тĕрлĕрен килет. Пĕр çулхине мартăн 8-мĕшĕнче пахчана кăларса лартни те пулнă. Вăл кун пыл хурчĕсем вĕçеймерĕç. Вар-хырăма тулнă каяша тепĕр 20 кун ытла та тасатаймарĕç. Юр та çурĕ, 21 градус таран сивĕ те пулчĕ, çапах та çемьесем çак вăхăта йĕркеллех чăтса ирттерчĕç.
Кăçал та мартăн 9 - 10-мĕшĕсенче хĕвелте 8 градус таран ăшă пулчĕ. Уçă сывлăшра хĕл каçнă çемьесем ун чухне вар-хырăма тасатма пултарчĕç, йĕркеллех вĕçрĕç. Хурт-хăмăра пахчана кăлариччен вĕлле вырăнĕнчи юра чавса тасатмалла. Юра çурçĕр хĕвел анăç еннелле купаламалла. Сивĕ çил вăл енчен ытларах вĕрет, юр купи вĕсене хÿтĕлет.
Вĕлле вырăнĕсене кĕл, хăрăм, кăмрăк сапмалла, йĕри-тавра улăм сармалла. 10 - 12 градус таран ăшă пулсан, хĕвел пăхсан, вĕллесене пахчана кăларса лартмалла. Йăтса тухнă вăхăтра летоксене лайăх хупламалла. Кăларса лартсан пур вĕллене те харăс уçмалла мар. Кашни вĕллере апат пуррипе çуккине хăвăрттăн пăхса тухмалла. Шаккаса пăхмалла та типĕ çулçă евĕр сасă илтĕнсен апат пĕтнине пĕлтерет. Вĕсене сироп, мунчара ăшăтнă пыл рамисем лартса памалла.
Иртнĕ çул пирĕн тăрăхра хурт-хăмăршăн ăнăçсăр çул пулчĕ, пылне те сахал пухрĕç. Улмуççисем чечекленеймерĕç, унчченхи пăрлă çумăр амантнă пирки йăмра турачĕсем чылай хуçăлчĕç, кăчкă та кăлараймарĕç. Çавăнпа та хурт-хăмăра йĕркеллĕ хĕл каçарас тесен хурт ĕçченĕсен нумай тимлемелле пулчĕ. Хĕл каçма кашни вĕллене 20 килограмм чухлĕ пыл кирлĕ. Хурт-хăмăр хăйĕн пылĕпе лайăхрах упранать. Çавăнпа та пыл çитмен çемьесене ирĕксĕрех сентябрĕн 5-мĕшĕччен сироп пама тиврĕ.
Хурт-хăмăра та тĕрлĕ чир-чĕртен сиплеме тивет. Эпир ытларах "Бипин" ятлă препаратпа усă куратпăр. Ку эмелпе кĕркунне сывлăш температури нуль градусра та усă курма юрăхлă. Вăл варратоз чирне 97 процент таран пĕтерет. Кĕркунне вĕллесене омшаника йăтнă хыççăн вĕлле ларнă шалчасене юсаса уровеньпе тытса çапса тухмалла. Ку вĕллесене çуркунне лартнă чухне лайăх.
Хурт-хăмăр пăхнă чухне тĕтĕркĕчпе (дымарьпе) усă курмалла. Тĕтĕм кăларма вара йывăç çĕрĕкĕ, йывăç кăмпи, юман хуппи тата пилеш курăкĕ (пижма) лайăх. Вĕсене пурне те типĕтмелле. Пилеш курăкĕн тĕтĕмĕ варратоза сиплет. Унăн тĕтĕмĕ пуçа та ыраттармасть. Кăçалхи çул хурт-хăмăршăн ăнăçлă çул пуласса шанас килет.
И. Яковлев.