Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх аталанупа çыхăннă

23 марта 2016 г.

 

Республика шаннине Муркашсем ĕçпе çирĕплетсе параççĕ. Çакă паян ял хуçалăх производство кооперативĕсене çитсен те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулсан та, ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсен ĕçĕпе паллашсан та куç умĕнчен каймасть.

2016 çул Чăваш Еншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çакăн хыçĕнче ял çыннин ĕçне ăнланни, хаклани, ăна шута хуни курăнать. Шăпах ял çыннин, çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхĕпе пирĕн енри ялсен сăн-сăпачĕ лайăхланать, пурнăç тытăмĕ улшăнать, ял пурнăçĕн культури ÿсет. Ăна кура ялта пурăнма кăмăлланă çĕнĕ специалистсемпе çамрăк çемьесем çурт-йĕр тума субсиди илеççĕ. Çакă ял хуçалăх производствине çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе малалла аталантарма, çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшать.

Республикăн пĕрлехи тăрăшулăхĕ район шайĕнче те ырă йĕр хăварать. Кунти экономика ăмăртăвĕ, ĕçри паттăрсене палăртни, хастарсене тивĕçлипе чыслани Муркаш ен экономикин никĕсне хываççĕ.

Иртнĕ кĕçнерникун, пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Муркашри Культура çуртĕнче районти выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем хăйсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç, мĕн пурнăçланине тишкерчĕç, хастаррисене чысларĕç.

Канашлăва район пуçлăхĕ, Ильич яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçи И. Николаев уçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Игорь Васильевич выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче иртен пуçласа каçчен тата киле таврăнсан та выльăх патĕнче ĕçлекенсем район чысĕ пулнине палăртрĕ. "Асăннă отрасль - хуçалăхсене куллен укçа-тенкĕ паракан çăлкуç. Çавăнпа та унта вăй хуракансене эпĕ паттăрла ĕç тунипех танлаштаратăп", - терĕ вăл.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн район республикăн çурçĕр зонинче 2-мĕш вырăн йышăннинче выльăх пăхакансен тÿпи пысăкки çинче чарăнса тăчĕ. "Эсир хăвăр ĕçре яваплăха туйни, ÿсентăран отраслĕ çу каçа янтăласа панă апатпа перекетлĕ усă курни районти выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталану çулĕпе уттарать. Сирĕн ĕç - яланах куç умĕнче. Пирĕн пĕрле пулса ĕçлемелли чылай. Пурте пĕр çыхăра пулсан вара умри тĕллевсем пурнăçланасси иккĕлентермест", - терĕ Ростислав Николаевич.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем йывăрлăхсене çĕнсе, çĕнĕлĕхсене алла илсе аталанаççĕ. Анчах хальхи самана пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, перекет ыйтăвĕ çине çирĕпрех пăхма, экономикăн малашлăхлă енĕсене аталантарма, ĕç тухăçлăхне тĕллевлĕн ÿстерме тата ăна кура ĕç укçи шайне рынок условийĕсем ыйтнă пек пысăклатма ыйтать.

Ĕç çыннине ĕçленине кура хисеплени çĕнĕ тĕллевсем, çирĕп шанăç çуратать. Çак çул çинче телейлĕ пурнăçпа кăмăллă пулас тесен кашни ĕçченĕн хăй ыттисене кирлине туйса тăмалла. Ĕçлекенĕн тăрăшулăхĕ - района аталантармалли чи пĕлтерĕшлĕ тупра.

Маларах каланине пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă пурлăх управленийĕн пуçлăхĕ В. Ананьев тишкерÿллĕ доклад туса пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Владислав Кириллович выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кашни пайĕ, кашни кооперативпа фермер хуçалăхĕн ĕçĕ çинче чарăнса тăчĕ.          

- Çулталăкпа çулталăк пĕр килмест, анчах çĕр ĕçченĕпе выльăх пăхакан кирек хăш лару-тăрура та алă усмасть. Çакă ÿсĕмсем туса аталанма çул уçать. Иртнĕ çул районти обществăлла выльăх-чĕрлĕхе пăхакан хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçларĕ. Тăрăшуллăраххисем аталану çулĕпе тепĕр утăм малалла ярса пусрĕç. Куншăн эпир паян савăнатпăр çеç, - терĕ вăл.

Савăнма вара выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ыррине шантаракан утăмсем сахал мар. Акă иртнĕ çул пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата килти хушма хуçалăхсенче выльăхсен йышĕ хутшăннă. Уйрăмах ĕнесем йышланни палăрăмлă. Çак çулпа кайса пĕлтĕр районти хуçалăхсем пĕтĕмпе 682 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ. Ку вăл 2012 çулхипе танлаштарсан 264 миллион тенкĕ нумайрах.

Иртнĕ çул пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче кашни ĕне пуçне вăтамран 4446 килограмм сĕт суса илнĕ. Çав вăхăтрах Суворов яч. хис. хуçалăхра, "Путь Ильича" агрофирмăра ку кăтарту 6324 тата 5271 килогрампа танлашни пирĕн хуçалăхсенче ÿсĕм потенциалĕ пысăккине çирĕплетет.

Мăйракаллă выльăхсем талăксерен ÿт хушасси те çĕнĕлĕхсене алла илсе тăрăшуллă ĕçлекенсен пĕчĕк мар. Районăн кăтартăвĕ вăтамран 586 грамм пулсан, "Оринино", "Свобода", Е. Андреев яч. хис. кооперативсенче ĕне выльăхсем талăксерен вăтамран 724, 673 тата 595-шер грамм ÿт хушнă.

"Свобода" тата Ильич яч. хис. кооперативсенче самăртма хупнă сыснасем талăксерен 399 тата 472-шер грамм ÿт хушни те районăн вăтам кăтартăвĕнчен (369 грамм) самай пысăкрах.

Уйрăм хуçалăхсенчи сĕт сăваслăхпа ÿт хушаслăха пĕрлештерсе пăхсан, район иртнĕ çул пĕтĕмпе 3,1 пин тонна аш-какай, 36,6 пин тонна сĕт, 98,2 миллион штук çăмарта туса илни куç умне пулать.

Тухăçлă вăй хураканăн ĕç укçи те пĕчĕк мар. 2012 çулта районти выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн уйăхри вăтам ĕç укçи 9763 тенкĕ пулнă пулсан, иртнĕ çул вăл 12765 тенкĕне çитнĕ. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсене ĕç укçи тÿлессипе паян "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики, Суворов яч. хис, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Кĕскен производство аталанăвĕнче ял хуçалăх предприятийĕсем патшалăх пулăшăвĕпе анлă усă курни пирки. Çулталăк хушшинче ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе çĕр ĕçĕнчи ытти харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем патшалăх пулăшăвне пурĕ 49127 пин тенкĕлĕх илнĕ. Вăл шутран ÿсентăран отраслĕ - 6997 пин тенкĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илекенсем - 13296 пин тенкĕ.

Тĕллевлĕ ĕçлесен ÿсĕм тума пулатех. Çакна шута илсе кăçал "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинче, Суворов яч. хис., "Ударник", "Свобода", "Путь Ильича" хуçалăхсенче производство пÿлĕмĕсене анлăлатассине тата модернизацилессине пăхаççĕ. Çапла вара малашлăх аталанупа çыхăннă.

А. БЕЛОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: çулталăк пĕтĕмлетĕвĕнче "Путь Ильича" агрофирмăра ĕнесене машинăпа сăвакан операторсем А. Васильева, А. Кулакова тата С. Иванова ырăпа палăрчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика