23 марта 2016 г.
Раççей Культура министерстви йĕркеленипе мартăн 17 - 18-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче пĕчĕк нацисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе улттăмĕш культура форумĕ иртрĕ. Унăн ĕçне пирĕн районтан район администрацийĕ çумĕнчи наци ĕçĕсен канашĕн членĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсенчен пĕри - районти ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ Алевтина РОЖКОВА. Унпа тĕл пулнă май форум пирки хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерме ыйтрăм:
- Малтанах çавна каласа хăварасшăн. Асăннă форума пирĕн республикăра ирттерни ăнсăртран мар тесе шухăшлатăп. Пирĕн çĕршыв та, республикăмăр та нумай-нумай нацисене пĕрлештерсе тăраççĕ. Çавăнпа та наци ыйтăвĕсене патшалăх шайĕнчех пысăк тимлĕх уйăрни кирлĕ. Пирĕн республика вара, экономикăра юлашки вăхăтра çăмăлах мар лару-тăру пулнине пăхмасăрах, ку тĕлĕшпе ытти чылай регионшăн тĕслĕх вырăнĕнче. Нацисене пулăшса тăрассипе грантсем уйăраççĕ, наци культурин фестивалĕсене йĕркелеççĕ, наци организацийĕсемпе обществисене аталанма майсем туса параççĕ. Чăваш Енре çак вăхăта 120 наци представителĕ пурăнать вĕт-ха.
Форума савăнăçлă лару-тăрура К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче уçрĕç. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Культура министерствин туризм тата регион политикин департаменчĕн директорĕ Ольга Ярилова тата яваплă ытти ĕçчен хутшăнчĕ.
Икĕ куна тăсăлнă форум Атăлçи федераци округĕнчи регионсен культура представителĕсене 200-е яхăн çынна пухрĕ. Форумпа çыхăннă тĕп мероприятисем Чăваш наци музейĕнче, К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕç. Хамăр республикăпа кÿршĕллĕ Мари, Тутар, Мордва республикисен, ытти регион представителĕсемпе курса калаçма, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кăмăллă пулчĕ. Наукăпа практика конференцийĕсенче, çавра сĕтелсенче, наци центрĕсен халăх пултарулăхĕн фестивалĕнче пулса хамăр валли кулленхи ĕçре кирлине сахал мар илтĕмĕр тесе шухăшлатăп. Ытти регион представителĕсем те пирĕн республикăра пулса курнипе, пĕчĕк нацисен ыйтăвĕсене Чăваш Енре мĕнле тимлĕх уйăрнипе кăмăллă пулни палăрчĕ.
Пирĕн Раççей çĕршывĕ - туслă пĕр çемье. Çемьере вара кашни ачан хăйĕн интересĕ, хăйĕн шухăшлавĕ, хăйĕн аталанăвĕ. Вĕсене пурне те шута илес пулать. Çавăнпа та кашни наци культурине, чĕлхине, несĕллĕхне сыхласа хăварасси пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Ку ыйтусем кашни республикăшăн, кашни облаçшăн е наци округĕшĕн пĕр пекех. Мĕншĕн тесен кашни регионтах пур наци представителĕ те пурăнать. Форум йĕркеленĕ май пĕр-пĕринпе курнăçни вара хутшăнусене аталантарма, туслăха çирĕплетме лайăхрах майсем уçса парать. Кун пек тĕл пулусенче кирек кам та хăйĕн валли кирлине, усăллине сахал мар илет. Кун пек мероприятисенче пулса курнă хыççăн çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ.
Пирĕн районта та хальхи вăхăтра пур наци представительне те пурăнма, ĕçлеме, вĕренме, хăйсен культурине аталантарма пĕр пек майсем туса панă. Тĕрлĕ наци представителĕсен пĕр-пĕрин хушшинче пайламалли нимĕн те çук. Районти пултарулăх ушкăнĕсемпе коллективĕсем ытти региона тăтăшах тухса çÿреççĕ, хамăрăн пултарулăхпа, чăваш культурипе паллаштаратпăр. Пирĕн патра та кун пек коллективсем хăнара тăтăшах пулаççĕ. Çакăн пек туслă çыхăнусем Тутар, Мари, Пушкăрт республикисемпе, Чул хула, Ульяновск облаçĕсемпе тата ыттисемпе тахçанах йĕркеленнĕ, малалла аталанса пыраççĕ. Пĕр-пĕрин патĕнче Акатуй уявĕсем, фестивальсем, смотрсем, конкурссем, тĕрлĕрен форум çÿллĕ шайра иртеççĕ. Малашне те ку ĕç районта тивĕçлĕ шайра пулĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.