Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетсĕр çиччĕмĕш лару

23 марта 2016 г.

 

Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн председателĕн 2016 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе депутатсен район Пухăвĕн черетсĕр çиччĕмĕш ларăвне район администрацийĕн ларусен залĕнче мартăн 25-мĕшĕнче 10 сехетре пухма йышăннă.

Ларура пăхса тухма кун йĕркине çак ыйтусене кĕртме сĕннĕ:

1. Муркаш район бюджетне 2015 çулта пурнăçланин итогĕсем çинчен.

2. Муркаш районĕн муниципалитет должноçĕсене йышăнакан çынсен тупăшсем, расхутсем, пурлăх тата пурлăхпа çыхăннă обязательствисем, çавăн пекех мăшăрĕн тата çул çитмен ачисен тупăшсем, расхутсем, пурлăх тата пурлăхпа çыхăннă обязательствисем пирки сведенисем тăратмалли, кунсăр пуçне асăннă сведенисене Муркаш районĕн официаллă сайтĕнче вырнаçтармалли, массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлесе кăларма памалли йĕрке çинчен.

3. Муркаш районĕн муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха тÿлевсĕр майпа районти ял тăрăхĕсен харпăрлăхне парасси çинчен.

4. Муркаш ял тăрăхĕн харпăрлăхĕнчи пурлăха Муркаш районĕн муниципалитет харпăрлăхне йышăнасси çинчен.

5. Москакасси ял тăрăхĕн харпăрлăхĕнчи пурлăха Муркаш районĕн муниципалитет харпăрлăхне йышăнасси çинчен.

6. Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн 2002 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнчи С-8Ÿ5 № "Муркаш районĕн муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурăнмалли мар çурт-йĕр арендин йĕрки çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.

7. Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн 2007 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнчи С-18Ÿ5 № "Муркаш районĕн муниципалитет предприятийĕсен тупăш пайне Муркаш район бюджетне хывмаллин йĕрки тата виçи пирки калакан положение çирĕплетесси çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика