23 марта 2013 г.
Ейÿ тапхăрне хатĕрленер
Çуркуннене кĕтĕмĕр, апла пулсан ейÿ тапхăрне хатĕрленмелли пирки яланах асра тытмалла пирĕн. Çак ыйту тавра калаçрĕç ку тĕлĕшри комиссин анлă ларăвĕнче. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн ертÿçи В. Никитин уçрĕ, кая юлмасăр пурнăçламлли ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ответлă ытти ĕçченсем, вăл шутра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тухса калаçрĕç. Кашнин калаçăвĕнче ейÿ тапхăрне тивĕçлĕ шайра хатĕрленесси, инкек-синкекрен сыхланасси пулчĕ.
Потребитель рынокĕ çапларах
Ваккăн суту-илÿре тунă (пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене шута илмесĕр) тавар çаврăнăш чăвашстат кăтартăвĕпе килĕшÿллĕн район шайĕнче январь – февраль уйăхĕсенче 154,9 миллион тенкĕпе танлашнă. Çак тĕлĕшри организацисенчи суту-илÿри хак иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 17,0 процент чухлĕ ÿснĕ.
Обществăлла апатланури тавар çаврăнăш (пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене шута илмесĕр) кăçалхи икĕ уйăхра 18,4 миллион тенкĕпе танлашнă. Хакне илес пулсан иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 19,0 процент пысăкрах.
Республикăра малта
Мартăн 19-мĕшĕнче Шупашкарта ЧР спорт тата туризм министрĕ С. Мельников ертсе пынипе министерствăн анлă коллегийĕ иртнĕ. Унта 2012 çулти ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.
Пĕтĕмлетÿ тăрăх Муркашри В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ спортри ăсталăха туптакан 400 çынран сахалрах спорт шкулĕсем хушшинче республикăра 1-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. А. Сидюшкин ертсе пыракан спорт шкулне 80 пин тенкĕлĕх сертификат парса хавхалантарнă.