Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун

16 января 2016 г.

 

Православи тĕнне ĕненекенсем январĕн 18-мĕш каçхине Христос Туррăмăр шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Чиркÿ йăли-йĕрки тăрăх, çак кун чиркÿри сăваплă кĕлле хутшăнаççĕ, çурта çутаççĕ, унта тасатнă шыв илеççĕ. Чылайăшĕ ятарласа каснă вакăри шыва кĕрсе тухса тасалма тăрăшать. Авалхи çынсен шухăшĕ тăрăх, ун чухнехи мĕнпур çветтуй шыв чир-чĕртен тата ыттинчен тасатать иккен.

Шыва кĕрсе тухма вара никам та ирĕксĕрлемест, уйрăмах çакăн валли маларах хатĕрленмен пулсан тĕплĕн шухăшламалла. Кунта кашнин хăйĕн кăмăл-туйăмĕ, хатĕрленĕвĕ кирлĕ. Чылай чухне çак кун çирĕп сивĕпе пĕр вăхăта лекет. Çамрăк çыннăн та юн тымарĕсем пур чухне те çирĕп сивĕне тĕрĕс йышăнмаççĕ, çавăнпа та аслă çулхин шыва кĕрсе тухасси пирки ытларах та шухăшламалла.      

Пĕр çул та çак сăваплă кун тата ытти чухне хĕл кунĕнче шыва кĕнĕ çынна çăлма тухмасăр пулман. Синкерлĕ фактсем асăрхануллă пулмалли пирки тепĕр хут аса илтереççĕ.

Шыва кĕме шухăш тытрăр пулсан, маларах врачпа канашласа пăхни вырăнлă. Тăрук сивĕ шыва кĕрсен вăл е ку чир-чĕр шала кайма пултарать. Чĕрепе юн тымарĕсем тата ытти орган хăй пирки аса илтерет пулсан, шыва кĕме тăхтăр. Ачасене сивĕре шыва кĕртме ан васкăр. Пневмони, менингит тата ытти чир çаклатма нумай та кирлĕ мар.    

Çак кун сирĕн кăмăла ан хуçтăр тесен, хăш-пĕр йĕркене пăхăнма тăрăшăр. Вакăри шыв тарăнăшĕ 1,8 метртан ытла пулмалла мар. Вăл çын кун-çулĕшĕн хăрушлăх кăларса ан тăраттăр. Шыва кĕрес умĕн тĕрлĕ хускану туса кĕлеткене ăшăтса илмелле. Çан-çурăм тарлă пулсан шыва ан кĕрĕр. Урана шуçлак тĕплĕ пушмак ан тăхăнăр тата вăл хăвăрт хывма тата тăхăнма меллĕ пултăр. Пуçа шыва чикме тăхтăр, мăй таран анса виçĕ хутчен хăвăрт йĕпенсе илсен те лайăх.

Шывра пулнă хыççăн ăшă та типĕ алшăллипе шăлăнмалла та çийĕнчех хăвăрт кĕрекен ытлашши тÿмесĕр, çекĕлсĕр ăшă тум тăхăнмалла. Хыççăн вĕри чей е кофе ĕçни питĕ вырăнлă пулмалла. Алкоголь вара шыва кĕрес умĕн те, хыççăн та кирлĕ мар. Вăл сосудсене сарнипе кĕлетке ăшшине ытлашши расхутлать. Эрех ĕçни хăвăра çийĕнчех ăшăннă пек туйтарать кăна, хыççăнах çан-çурăм шăнса каять. Пирус туртни те ăшăнма пулăшмасть. Никотин юн çаврăнăшне пăсать, çавна май кĕлетке ăшшине ытлашши расхутлать.

Тĕрĕс хатĕрленнĕ хыççăн тата хăвăра çирĕп те шанчăклă туятăр пулсан, хĕллехи вăхăтра шыва кĕни е тăрăх сивĕ шыв яни лайăх. Вăл çан-çурăма çирĕплетет, кăмăл-туйăма çĕклет, чир-чĕрпе кĕрешме пулăшать. Çулталăкра вара пĕр хутчен вакăна чăмни организмшăн питĕ пысăк стресс шутланать. Çавăнпа маларах тĕплĕн шухăшлăр та тĕплĕн хатĕрленĕр.

Е. Егорова,

медицина

профилактикин врачĕ.        

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика