Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн кĕтет пире 2016 çулта?

16 января 2016 г.

 

2016 çулхи пĕрремĕш кунран тытăнса Раççей законодательствинче чылай улшăну вăя кĕчĕ. Вĕсем пирĕн пурнăçăн тĕрлĕ сферине пырса тивеççĕ. Право акчĕсенчен ытларахăшĕ автомобилистсемпе çул çÿрекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ правилăсем шкул ачисемпе пенсионерсем, çавăн пекех Интернетпа тата мобильнăй çыхăнупа усă куракансем валли те пур.

АВТОМОБИЛИСТСЕМ

Парăмсем. Январьтен вăя кĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн енчен те водителĕн штрафсем (вăл шутра çул-йĕр правилисене пăснăшăн) тÿлессипе, алимент тÿлессипе е суд йышăнăвне пурнăçлассипе парăм 10 пин тенкĕрен иртет пулсан, суд приставĕсем ăна вăхăтлăха водитель удостоверенийĕсĕр хăварма пултараççĕ.

Енчен те кун пек водитель удостоверение туртса илнĕ хыççăн та руль умне ларать пулсан, ăна 50 сехет таран обязательнăй майпа ĕçлеттерме е пĕр çулталăклăх водитель удостоверенийĕсĕр хăварма пултарĕç.

Автомобильпе çÿресси пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли çăлкуç пулса тăрать пулсан кăна тата пĕрремĕшпе иккĕмĕш ушкăн инваличĕсене çеç удостоверенисĕр хăварма право çук.

Штраф сахалрах тÿлес тесен. Раççей Президенчĕ 2014 çулта алă пуснă саккун вăя кĕчĕ. Водитель ГИБДД штрафне протокола алла илнĕ хыççăн 20 кун хушшинче тÿлет пулсан, штраф сумми 50 процент чакать.

Анчах та правилăсене пăснин пур тĕслĕхĕшĕн те ку çĕнĕлĕх вăйра мар. Çулăн хирĕç килмелли енне каçса каякансемшĕн, эрех-сăра е наркотик ĕçсе руль умне ларакансемшĕн нимĕнле çăмăллăх та пăхса хуман.

Чарăну линийĕ. Мускав хулин автомобилисчĕсемшĕн çĕнĕлĕх пур. Çул-йĕр çÿрессин организацийĕн центрĕ (ЦОДД) çĕнĕ технологи ĕçе кĕртнĕ. Халĕ камерăсем чарăну линийĕ (стоп-линия) урлă каçса кайнине çырса илĕç. Ун урлă каçнăшăн 800 тенкĕ штраф тÿлеме тивет.

"Евро-5". Мускав влаçĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса хулара "Евро-5" стандартран каярах маркăллă топливо сутмаççĕ. Сергей Собянин палăртнă тăрăх, çакă сывлăша кÿкĕрт (сера) диоксичĕпе варалассине пилĕк хут чакарма тивĕç. Общество палатин экологи тата тавралăха хÿтĕлессин комиссийĕн председателĕ Сергей Чернин çавна пĕлтернĕ. "Евро-5" çине куçассине законодательствăпа тăватă çул каяллах пăхса хунă пулнă, анчах та 2015 çулхи çулла дискуссисем пуçланнă. Çакă нимĕнле пăтăрмах та кăларса тăратма кирлĕ мар. Раççей - нефть çĕршывĕ. Пирĕн топливо компанийĕсемшĕн çĕнĕ топливо çине куçасси чăрмавлă пулмĕ.

Осаго. 2016 çултанпа ОСАГО полисĕсем тĕлĕшпе улшăнусем пур. Халĕ полис пуррине фото- тата видеофиксаци камерисемех "тĕрĕслеме" пултараççĕ. Асăннă проект малтанах Мускавра, Хусанта тата ытти хулара вăя кĕрет. Хыççăн вара пĕтĕм çĕршывĕпех çак мелпе усă курма тытăнĕç.

Çавăн пекех çул-йĕр çÿремелли правилăсене улшăнусем кĕртме пăхса хунă. Вĕсене вăя кĕртнĕ хыççăн водительсен хăйсемпе пĕрле ОСАГО полисĕн хут çинчи вариантне пĕрле илсе çÿремелле пулмасть.

ТУРИСТСЕМ

Компенсаци. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса организаци ĕçченĕсене отпуска Раççей территорийĕнче ирттерме кайнă расхутсене 50 пин тенкĕ таран компенсацилеме пултараççĕ. Укçа-тенкĕне икĕ майпа тавăрса пама пăхнă: ĕç паракан тата налук инспекцийĕ урлă. РФ Культура министерстви ырланă саккун проектне пăхса тухма Патшалăх Думине тăратнă ĕнтĕ. Ĕç паракан çак положение предприятин расхутсен статйине кĕртме пултарать.

Çул çÿрев пĕр çын пуçне 50 пин тенкĕрен иртет пулсан та 50 пин тенкĕ кăна тавăрса парĕç. Сахалрах расхутланă пулсан вара - мĕн чухлĕ расхутланине кура. Хальхи вăхăтра Раççейри маршрутсен вăтам хакĕ пĕр çын пуçне икĕ эрнене 30 пин тенкĕпе танлашать.

Компенсаци тÿлемеллисен шутне мăшăрне, 18 çула çитмен ачисене те кĕртме пултараççĕ.

Ытти маршрутсем. Раççей çыннисемшĕн Египет тата Турци канма меллĕ маррисен шутне кĕнĕ хыççăн халĕ ытларахăшĕ Таиланда, Израиле, Кубăна, Доминиканăна тата Кипра суйласа илет. Ку çĕршывсенче Раççей çыннисем визăсăр 30 кунран тытăнса 90 кун таран пулма пултараççĕ.

Визăсем. Ростуризмра палăртнă тăрăх, январĕн 1-мĕшĕнче тытăнса Болгари Раççей турисчĕсем валли виза хакне 35 евроран 10 евро таран чакарать. 16 çул тултарман ачасем валли виза кирлĕ пулмасть.

Албани Раççей çыннисем валли визăна пăрахăçланă. Итали малашне çĕршывра Раççей турисчĕсене ытларах курасшăн. 2015 çулхи декабрьтенпе Италие кайма визăна онлайн мелĕпе тума май пур.

Хĕвел тухăç Африкăри Сейшелы тата Раççей килĕшсе татăлса пĕр-пĕрин патĕнче кĕске вăхăтлăх пулма виза илессине пăрахăçланă. Халĕ 30 кун таран пулма виза илмелле пулмасть. Кăнтăр Америкăри Гайанăра 90 кун таран пулма виза кирлĕ мар.

Тунис Раççей туроператорĕсем валли финанс пулăшăвĕ хатĕрлет. Çĕршывра çуллен Раççей турисчĕсене 500 пин çын таран йышăнма палăртаççĕ.

ИНТЕРНЕТ  ТАТА ÇЫХĂНУ

Ссылкăсем. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккунпа граждансен заявленийĕпе страницăсенчен актуаллă мар тата тĕрĕс мар информациллĕ ссылкăсене пĕтерме тивĕç. Çакă срокĕ тухман уголовлă ĕçсемпе çыхăннă информацисене пырса тивмест.

Ют çĕршыв программисем. 2016 çул пуçламăшĕнчен тытăнса патшалăх тата муниципалитет нушисем валли ют çĕршыв программисене туянма юрамасть.

Серверсене куçарасси. 2016 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр мĕнпур влаç органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тата Раççейре ĕçлекен ют çĕршыв организацийĕсем хăйсен информаци ресурсĕсене ют çĕршыв хостингĕнчен Раççейăнни çине куçарма тивĕç. Кун пирки калакан саккун 2015 çултах вăя кĕнĕ, анчах та хăш-пĕр организацисем çакна туса çитерме ĕлкĕреймен.

Мобильнăй çыхăну. 2016 çултан тытăнса Раççейăн мĕнпур территорийĕнче мобильнăй çыхăнăвăн пахалăхне тĕрĕслесе тăмалли çĕнĕ система вăйра. Малашне йĕркеллĕ çыхăну пулманнишĕн сотовăй операторсене штрафлама пăхнă.

ЖКХ

Штрафсем. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемшĕн вăхăтра тÿлеменшĕн пенисем хушăнасси ÿсрĕ. Парăма мĕн вăхăт каярах юлса тÿлетĕн, пени çавăн чухлĕ пысăкрах пулать. Уйрăм çынсемшĕн пĕрремĕш уйăхра парăм улшăнмасть, хыççăн вара мĕн чухлĕ каярах - пени çавăн чухлĕ пысăкрах. Иккĕмĕш уйăхран тытăнса виççĕмĕш уйăхчен пение кашни куншăн хăпартса пырĕç, вăл парăм суммин Раççей Банкĕн пĕрре виçĕ çĕрмĕш ставки чухлĕ пулĕ.

Парăма виçĕ уйăх ытла тÿлесе татмасан вăл 2,5 хут таран ÿсме пултарать.

Тарифсем ÿсеççĕ. Çĕршывăн пурăнмалли çурт-йĕр тĕп инспекторĕ Андрей Чибис пĕлтернĕ тăрăх, ЖКХ услугисен тарифĕсем çĕршывĕпех 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăтамран 4 процент ÿсеççĕ. Мускавра вĕсем вăтам шутпа 7,4 процент ÿсмелле.

ĔÇ ТАТА КАНУ

Пенсие тухмалли ÿсĕм çулĕ ÿсесси. Пенсие тухмалли çĕнĕ ÿсĕм çулĕ чи малтан патшалăх служащийĕсене пырса тивет. Унпа килĕшÿллĕн служащисен пенсие пурăна киле 65 çулта тухмалла пулать. Çĕнĕ йĕрке 2016 çултан вăя кĕме пуçлать.

Пенси пирки калакан тĕп саккуна хальлĕхе улшăнусем кĕртмеççĕ. Саккун проектĕнче выслугăшăн хушма тÿлев парассин йĕркине улăштарма пăхаççĕ. Улшăнусем халĕ вăйра тăракан саккунпа патшалăх служащийĕсене инвалидноçа пула пенсие тухнă чухне мĕнпур йышши хушма тÿлевсене выслугăна пăхмасăрах пĕтĕмпех харăс тÿлесе татассин йĕркине пăрахăçлассипе çыхăннă.

Пенсисене индексацилесси. 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса страхланă пенсисене 4 процент индексацилеççĕ. Çапла вара пенсин вăтам виçи 12,6 пин тенкĕне çитмелле. Саккун проектĕнче палăртнă тăрăх, 2016 çулта ĕçлекен пенсионерсен страхланă пенсине индексацилемелле мар. Анчах та, Раççей Президенчĕ Владимир Путин ăнлантарнă тăрăх, çын ĕçлеме пăрахас тесе татăклăнах шухăшлать пулсан, малашне индексациленĕ пенси илсе тăма тытăнĕ.

ЕГЭ

2016 çултан тытăнса пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче те улшăнусем пур. Планлакан çĕнĕлĕхсем психологи тĕлĕшĕнчи тиев шайне чакарма пулăшĕç.

Пур экзаменсенче те задани хуравне суйласа илессине пăрахăçлама палăртаççĕ. Тест пайĕнче вырăс чĕлхипе, математикăпа тата литературăпа ЕГЭ пулмасть. Ют чĕлхепе экзамен тытассинче сăмах вĕççĕн калаçассине аталантарма пăхнă. Сăмах вĕççĕн калаçасси литературăпа, историпе тата ытти дисциплинăсемпе те пулать.

Пĕтĕмĕшле илсен вара патшалăх экзаменĕсене тытассин йĕрки улшăнмасть. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем Раççейре 2016 çулта ытларахăшĕ майăн 26-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 14-мĕшĕччен, маларах тытаканнисем мартăн 21-мĕшĕнчен тытăнса апрелĕн 9-мĕшĕччен иртеççĕ.

СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔ

Раççей "Новости" информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çултан тытăнса Раççейре страхланă повереннăйсем пулаççĕ. Ку вăл сывлăх сыхлавĕн системипе пациент хушшинчи уйрăм структура пулать.

Повереннăйсем. Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова каланă тăрăх, кашни çынна малашне врач çумне çирĕплетнĕ пекех, повереннăй çумне çирĕплетĕç. Страхланă повереннăй медицина профилактикин мероприятийĕсен регламентне пурнăçлассишĕн яваплă пулса тăрать. Çак мерăсем сипленмелли çынсен шутне ÿстермелле. Кун пеккисем патне SMS-пĕлтерÿсемпе асăрхаттарусем те ярса парĕç.

Васкавлă пулăшу. Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви 2016 çулхи июль уйăхĕнчен васкавлă пулăшу бригадисен йышне улăштарать. Уйрăммăн илсен, васкавлă пулăшу бригадисен йышне медицина сестрисене хушма палăртаççĕ. Пĕтĕмĕшле профиль бригадисенче виçĕ çын тата ятарлă бригадăсенче тăватă çын пулмалла. "Санитар-водитель" тата "фельдшер - васкавлă медицина пулăшăвĕн водителĕ" должноçсем документра çук.

ПАРĂМСЕМ ТАТА НАЛУКСЕМ

Кредит амнистийĕ. Кредит обязательстви илнисемшĕн тата илме хатĕрленекенсемшĕн 2016 çулта çăмăлрах пулать. "Финэксперт24" портал пĕлтернĕ тăрăх, январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кредит амнистийĕ вăя кĕрет.

Амнисти чи малтанах кредит килĕшĕвĕпе тÿлемелли процентсене чикĕлессипе, тÿлев суммисене чикĕлессипе, гражданинран парăма пенисемпе пĕрле маларах парса татма ыйтассипе кредит организацийĕсен прависене чикĕлессипе çыхăннă. Кредита пĕтĕмпех тÿлесе татнă пулсан, заемщикăн парăмĕсем пирки йĕркеллĕ мар мĕнпур информацие пĕтерме тивĕç.

Касса аппарачĕсем. Бизнесменсем 2016 çултан тĕрĕслевпе касса техникине çĕнетме тивĕç. Финанс министерстви планланă тăрăх, кашни организаци кивĕ касса аппаратне çĕннипе улăштарĕ. Çĕнĕ аппарат сутă тунă пирки пĕтĕм информацие автоматла режимпа налук службине пĕлтерсе тăрĕ. Апла пулсан аппаратсем хут чексем кăна мар, электрон чексем те парĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика