16 января 2016 г.
РФ Правительство çумĕнчи Финанс университечĕ Раççей регионĕсен инноваци потенциалĕн рейтингне хатĕрленĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республики рейтингра улттăмĕш вырăнта.
Тĕпчеве 2015 çулта икĕ тапхăрпа ирттернĕ. Унта хутшăннă респондентсен шучĕ 20 пин çынран та иртнĕ.
Регионсен инноваци потенциалне хак пама тăватă индекс пăхса хунă. Вĕсем çынсен вĕренме, хăйсен пултарулăх хăнăхăвĕсене тата инноваци бизнесне аталантарма кăмăл-туйăм пулнине палăртаççĕ. Балсем пĕтĕмĕшле нульрен тытăнса 100 таран.
Рейтингра чи нумай балл пухнисен шутĕнче Тутар Республики, Санкт-Петербург, Чул хула облаçĕ, Мускав тата Новосибирск облаçĕ. Чăваш Республики 59 балл пухса 6-мĕш вырăн йышăннă.
Тĕпчев кăтартса панă тăрăх, Раççей çыннисем хушшинче инноваци предпринимательствипе интересленекенсем сахал мар. Чи активлисем - 30 çула çитмен çамрăксем тата вăтам класс (хăйсен тупăшĕ автомобиль туянма май параканнисем). Респондентсен 84 проценчĕ хăйсен регионĕнче тивĕçлĕ пĕлÿ илме, 66 проценчĕ - бизнеса аталантарма май туса панă тесе шухăшлать. Паян Раççейре çынсен 38 проценчĕ хăйсен таврашĕнчи çынсем çине шанма пулать тата шанмалла тесе шухăшлать. Ку вăл - япăх мар кăтарту. Паян Раççейре инноваци предпринимательстви валли майсем пур тесе çирĕплетсех калама пулать. Çакă чи малтанах çамрăксене, вĕреннисене тата укçа-тенкĕллисене пырса тивет.