Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăхăр регион йышĕнче

16 января 2016 г.

 

Чăваш Республики граждансем валли бюджет хатĕрлессин практики енĕпе Раççей регионĕсем хушшинче малти тăхăр регион йышне кĕнĕ.

Раççей Федерацийĕн Уçă правительстви "Бюджет для граждан" проекта аталантарнин 2015 çул итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кун пирки калакан протокола Правительство комиссийĕн председателĕ, Уçă правительство ыйтăвĕсен министрĕ Михаил Абызов алă пуснă.

Чăваш Республики граждансем валли бюджет хатĕрлессин практики енĕпе малти 9 регион шутне кĕме тивĕçнĕ. Кусем вĕсем Чăваш Республикисĕр пуçне Краснодар крайĕ, Красноярск крайĕ, Ставрополь крайĕ, Хабаровск крайĕ, Белгород облаçĕ, Оренбург облаçĕ, Рязань облаçĕ, Ханты-Мансийск округĕ.

Рейтинга РФ Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕ Раççей Финанс министерствипе тата РФ Правительствин Уçă правительствăн ĕçне-хĕлне йĕркелесе тăракан комиссийĕпе пĕрле ирттернĕ.

Палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче Финанс министерствин сайтĕнче вырнаçтарнă ятарлă "Бюджет для граждан" порталта бюджетăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене, пĕрлехи бюджетри налук тупăшĕсемпе налукпа çыхăнман тупăшсене, налук çăмăллăхĕн мелĕсене анлăн та уççăн çутатаççĕ. Графиксем, таблицăсем тата диаграммăсем автоматла режимпа çĕнелсе тăраççĕ.

РФ финанс министрĕ Антон Силуанов "Бюджет для граждан" проект пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă. "Ку е вăл йышăнăва тунă чухне граждансен шухăш-кăмăлне пĕлсе тăни пирĕншĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă влаç тата граждансем хушшинчи çыхăнăва татах çÿллĕрех пусăма çĕклеме май парать", - тенĕ вăл.  

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика