16 января 2016 г.
Сăн ÿкерчĕкре эсир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиатне Кристина Могилевскаяна куратăр. Вăл патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерекен Муркашри нумай функциллĕ центрта вăй хурать. Кристина Геннадьевна, ертсе пыракан специалист пулнă май, çынсен ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Вăл е ку документ тунă чухне те унăн пулăшăвĕ вырăнлă. Унăн тăрăшулăхне пысăка хурса хакланине Кристина Геннадьевна пысăк чыс вырăнне йышăнать.
Çирĕп йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсеренех республикăри пуçаруллă яшсемпе хĕрсене тухăçлă ĕçсемшĕн ятарлă стипенди парса хавхалантараççĕ. Стипендин пĕр уйăхри калăпăшĕ кăçал 1830 тенкĕпе танлашать. Иртнĕ çул районти 15 çамрăк çак хавхалантарăва тивĕçрĕ, кăçал 21 яшпа хĕр ăна чыслă пулчĕ. Çакăн пек пысăк чыс, паллах, малашне татах та тухăçлăрах тимлеме хавхалантармалла вĕсене. Пĕтĕмĕшле илсен вара çак йыша кĕме тивĕçнисем вĕренÿ сферинчен пулни курăнать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2016 çулхи январĕн 12-мĕшĕнчи 1 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн ку стипендие кăçал районти пуçаруллă çак яшсемпе хĕрсем тивĕçрĕç:
Алиса Петровна Бабушкина - Калайкасси шкулĕн историпе обществознани учителĕ;
Сергей Петрович Белов - "Союз мальчишек и девчонок" ача-пăча обществăлла организацийĕн членĕ;
Екатерина Александровна Бирюкова - Москакасси шкулĕн пуçламăш классен учителĕ;
Матвей Александрович Ванюшкин - районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ;
Александр Николаевич Григорьев - Муркашри тĕп больницăн врачĕ;
Леонид Юрьевич Данилов - "Союз мальчишек и девчонок" ача-пăча обществăлла организацийĕн членĕ;
Анастасия Сергеевна Киршева - çамрăк техниксен станцийĕн вĕренекенĕ;
Татьяна Александровна Кудашова - районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ;
Дарья Анатольевна Макарова - Ф.С. Васильев ячĕллĕ Муркашри ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕ;
Сергей Александрович Мерлов - çамрăк техниксен станцийĕн вĕренекенĕ;
Анастасия Сергеевна Митрофанова - Муркаш шкулĕн вĕренекенĕ;
Ольга Васильевна Михайлова - Калайкасси шкулĕн физика учителĕ;
Кристина Геннадьевна Могилевская - Муркашри нумай функциллĕ центрăн ертсе пыракан специалисчĕ;
Надежда Михайловна Мясникова - Чуманкасси шкулĕн акăлчан чĕлхи тата информатика учителĕ;
Иван Сергеевич Налимов - "Сывлăх" физкультурăпа спорт шкулĕн вĕренекенĕ;
Алексей Иванович Никитин - районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ;
Анастасия Ильинична Петрова - районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ;
Радимир Александрович Семенов - Ф.С. Васильев ячĕллĕ Муркашри ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентекенĕ;
Алексей Алексеевич Тепеев - çамрăк техниксен станцийĕн вĕренекенĕ;
Илья Владиславович Тихонов - Йÿçкасси шкулĕн вĕренекенĕ;
Дарья Романовна Щеглова - "Союз мальчишек и девчонок" ача-пăча обществăлла организацийĕн членĕ.
Р. Илларионова.