Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ журналистсем, издательсем тата полиграфистсем!

16 января 2016 г.

 

Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

2016 çул - Чăваш Ен журналисчĕсемшĕн паллă тапхăр - «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 110 çул çитет. Чăваш журналистикин никĕслевçи Николай Васильевич Никольский: «Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ», - тесе палăртнă.

Хаклă туссем! XXI ĕмĕрте çав пехиле сыхласа упрани пысăк пĕлтерĕшлĕ! Республикăра пурăнакансем патне информацие мĕнлерех туллин те тĕрĕс тата вăхăтра илсе çитересси сирĕн ĕçри ăсталăхăртан тата пысăк яваплăхăртан килет. Çакă вара юлашкинчен пирĕн çынсен социаллă хăй туйăмлăхĕшĕн, регионти тата пĕтĕм çĕршыври обществăпа политика лару-тăрăвĕн çирĕплĕхне сыхласа упрассишĕн питех те пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Енре 2016 çула Ĕç çынни çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Хăвăр хатĕрлекен статьясемпе сюжетсенче эсир куллен Чăваш Ен çыннисен ĕçри çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартатăр, çемье хаклăхĕсене пропагандăлатăр тата ĕçе юратса хисеплеме вĕрентетĕр.

Хăвăр ĕçĕре пĕтĕм чунтан парăнса пурнăçлакан сăмах ăстисем, эпĕ сире çирĕп тĕллевлĕ, принциплă пулнăшăн, тÿрĕ кăмăлăршăн тата уçă чунлăхăршăн тав тăватăп. Сире пула республикăра уçă информаци политики тухăçлăн пурнăçланать, влаçпа общество хушшинче усăллă хутшăну йĕркеленнĕ. Çак пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне пĕлме пулăшакан ырă çыхăну патшалăх влаçĕн органĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăвакан йышăнусене вăхăтра çирĕплетме май парать.

Сирĕн ĕç кăтартăвĕсем Раççей шайĕнче пысăк хак илеççĕ. Чăваш Енри икĕ пысăк телерадикомпанийĕн «Кунтан - тăван килелле» пĕрлехи проектне Пĕтĕм Раççейри «ТЭФИ-Регион» 2015 телевидени конкурсĕнче «Телевиденири документаллă фильм» номинацире чи лайăххи тесе йышăннă.

Çапах та сирĕн ĕçĕр тухăçлăхне çирĕплетекен тĕп паллă республика шайĕнчи кăларăмсемпе район хаçачĕсен тиражĕсене сыхласа хăварни, теле- тата радиоаудиторисене ÿстерни шутланать.

Чăваш Ен Правительстви сире малалла та пур енлĕн пулăшса пырĕ тата сирĕн шухăш-кăмăлăра шута илĕ. Журналистсене, полиграфистсемпе издательсене хавхалану, пултарулăх ĕçĕнче иксĕлми хĕрÿлĕх, çитĕнÿсем тата ăнăçлă аталану сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ

М. Игнатьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика