16 января 2016 г.
Чăваш Енре кăкăр ачисем вилесси Европа, Америка тата Япони çĕршывĕсен шайĕнче. Кун пирки РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова Раççей Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец ирттернĕ Пĕтĕм Раççей селектор канашлăвĕнче пĕлтернĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикинчен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хутшăннă. Канашлура сывлăх сыхлавĕн тата вĕренÿ ĕçĕн актуаллă ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова палăртнă тăрăх, çĕршывра 2015 çулта кăкăр ачисем вилессин шайне самай чакарма май килнĕ. Вăтамран вăл 6 процентпа танлашать. "Уйрăм регионсене палăртса хăварасшăн. Чăваш Республикинче, Пенза, Тамбов, Киров, Магадан облаçĕсенче, Ненецк автономи округĕнче кăтартусем Европа, Америка тата Япони шайĕнче", - тенĕ вăл.
Канашлура çавăн пекех Федераци субъекчĕсенче çĕнĕ шкулсем тăвассин программине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусем пирки те сăмах пынă.
РФ вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов 2016 çулта кăтартуллă çĕнĕ шкулсем тума кашни регионах укçа-тенкĕ уйăрса пама шантарнă. Субсидисене строительствăпа çыхăннă расхутсене саплаштарма тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хатĕр организацисене сутăн илме уйăрĕç.
Ыйтусене сÿтсе явнине пĕтĕмлетнĕ май, РФ Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец çапла каланă: "Ку вăл питĕ йывăр проект, анчах та эпир ăна пурнăçлатпăрах. Аса илтеретĕп, 2025 çул тĕлне эпир 6,5 млн. ытла çĕнĕ вырăн йĕркелеме планлатпăр. Çĕнĕ вĕренÿ учрежденийĕсене вара пурне те хальхи чи çĕнĕ шкул оборудованийĕпе тивĕçтермелле".
Палăртса хăвармалла, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительстви тата муниципалитетсен ертÿçисем умне 10 çул хушшинче 30-тан кая мар шкула модернизацилеме те задача лартать. 1 пин ача вĕренмелĕх пĕрремĕш çĕнĕ шкул Шупашкарта Гладков урамĕн микрорайонĕнче çĕкленĕ.