Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕр 404 ача çуралнă

16 января 2016 г.

 

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем иртнĕ çулхи демографи лару-тăрăвне пĕтĕмлетнĕ.

2015 çулта 404 ача кун çути курнă: 198 арçын ача, 206 хĕр ача. Муркаш ял тăрăхне çĕнĕ кайăк чи йышлăн вĕçсе килни курăнать. Ку енĕпе вара ун хыççăн Ярапайкасси тата Москакасси ял тăрăхĕсем пыраççĕ.

Çак тапхăрта 73 ачан ашшĕ кам пулнине çирĕплетнĕ. 9 çын хăйĕн биографи кăтартăвне улăштарма кăмăл тунă.

Шел пулин те, пурнăçран уйрăлакансен хисепĕ яланхиллех пĕчĕк мар. Иртнĕ çул 552 çыннăн кун-çулĕ татăлнă: 283 арçын, 269 хĕрарăм. Арçынсен вăтам çул ÿсĕмĕ 61 çул, хĕрарăмсен - 77. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче 63 çын пурнăçран уйрăлнă, Катькас ял тăрăхĕнче 56-шĕн кун-çулĕ татăлнă, Муркаш ял тăрăхĕнче - 51 çыннăн.

Çулталăк тăршшĕнче 204 мăшăр çемье çавăрнă, ĕмĕр вĕçне пĕрле утса тухма тĕв тунă. Ку енĕпе вара Муркаш ял тăрăхĕн (37) яшĕсемпе хĕрĕсем маттуртарах пулнă, çавăн пекех Çатракасси (26), Оринин ял (16) тăрăхĕсем те.

Çÿлерех асăннă тапхăрта вара 86 мăшăр пурнăç уттинче текех пĕрле пулмасса пĕлтернĕ, çемье вучахне сÿнтерме васканă.

Пĕтĕмпе иртнĕ çул ЗАГС пайĕ граждансен лару-тăрăвĕн 1328 актне регистрациленĕ.

Çĕнĕ 2016 çул вара демографи тĕлĕшĕнчен ăнăçлă пуласса шанăпăр,   пĕчĕк кайăкĕ те йышлă вĕçсе килтĕр, çемье вучахĕ те ан сÿнтĕр.

Р. Илларионова  хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика