Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат тусĕсем

16 января 2016 г.

Кирек епле хаçат-журнал та унта пичетленекен тулли информаципе кăсăклă. Енчен те вăл е ку материал тĕрлĕ те анлă содержаниллĕ тата тĕрлĕ тăрăхран пулсан, издани пахалăхĕ татах та ÿсет. Кун пек чухне вăл вулакана çывăх калăпланать. Район хаçачĕ вара вулаканпа тата ялкорпа пуян. Хаçат редакцине тăтăшах тĕрлĕ çыру килет: вырăнти пурнăçпа паллаштараканни, районăн сумлă та ĕçчен çыннисем пирки калаканни, çавăн пекех право йĕркине сыхлакан органсенчен пулăшупа тĕрĕслĕх ыйтаканни. Кашни çыру пире çывăх, вĕсенчен пĕри те редакци ĕçченĕсен тимлĕхĕсĕр юлмасть.

Сăн ÿкерчĕкре эсир куракан Москакасси ял тăрăхĕнчи Галина Георгиевна Голубева тата Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Илья Яковлевич Яковлев - район хаçачĕн хастар ялкорĕсем, шанчăклă тусĕсем, ăста калемçисем. Вĕсем хаçата пуян содержаниллĕ тăвассишĕн чунтан тăрăшаççĕ. Хастар ялкорсен пултарулăхне "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат редакцийĕ тимлĕхсĕр хăвармарĕ. Асăннă изданин тĕп редакторĕ Анатолий Иванович Тихонов вĕсене саламланă май, Тав çырăвĕпе тата асăнмалăх парнепе чысларĕ.

Раççей пичечĕн тата Чăваш пичечĕн кунĕсем редакцире ĕçлекенсемшĕн кăна мар, пирĕн хаçата çырăнса илекенсемшĕн те уяв. Çавăнпа та çак уявсем ячĕпе хастар ялкорсемпе пĕрле "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçата вулакансене те саламлатпăр. Хаçата сарассипе тăрăшакан почтальонсене те тав тăватпăр. Пирĕн хушăри туслă çыхăнусем çирĕпленсех пыччăр.

Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика