13 января 2016 г.
Çĕнĕ çула уявласси тăтăшах çĕнĕ çулсем уçать. Вĕсем халăха килĕшнĕренех-тăр çынсем унта яланах йышлă, активлă хутшăнаççĕ. Ăна уявлакансем кашниех çĕнĕ тĕллевсем лартаççĕ, конкретлă ĕçсем палăртаççĕ, ыррине шанаççĕ.
Пурте - пĕрле
Паян Раççейре ялсен социаллă аталанăвĕ пирки нумай калаçаççĕ. Ĕçĕсем те сахал мар, курăмлă вĕсем. Район шайĕнче социаллă аталану çĕнĕ шая çĕкленни пирки сăмах тапратсан манăн Мăн Сĕнтĕр райпо коллективĕ халăхшăн туса ирттерекен ĕç-хĕл çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Çакă ăнсăртран та мар.
Кăрлачăн 5-мĕшĕ. Палăртнă вăхăта Мăн Сĕнтĕрти "Шуçăм" кафене нумай ачаллă çемьесем, ялсенчен килнĕ ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ йышлăн пухăнчĕ. Ытти çулсенчи 50 ача вырăнне кăçал килсе çитнĕ 135 ача Мăн Сĕнтĕр райповĕ пăхса тăракан территорири ял тăрăхĕсенчен çеç мар, районăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен. Кашниех Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн правленийĕ йыхравланипе çула тухнă.
Райпо 6-мĕш çул ирттерекен раштав елкки хăйĕн пĕлтерĕшне анлă сарма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та илемлĕ тум тăхăннă чăрăш тавра савăнакан ачасем хушшинче Хĕл мучипе Юр пике тумлисем те, шăшипе атăллă кушак костюмĕ тăхăннисем те, мулкачăна хăваласа çÿрекен кашкăр та, аваллăхри рыцарь те пур. Çакнашкал йыш кунта чăн-чăн уяв пулнине çирĕплетрĕ.
Тав сăмахĕ
Ял ачисем капăр тумлă чăрăш патĕнчен уйрăлма пĕлменни, вĕсем аслисем çине ĕненÿллĕн те юратуллăн пăхни Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕ ку хутĕнче те хăйĕн ĕçĕн тĕллевне тупнине кăтартрĕ.
Москакасси ял тăрăхĕнчи Ситуккассинче пурăнакан 5 ача амăшĕ Галина Семенова уява 4 ачипе килнĕ. Вăл хăйĕн кăмăлне çапла палăртрĕ:
- Райпо ирттерекен раштав уявĕ - пирĕн çемьешĕн кĕтнĕ кун. Çулленех хутшăнма тăрăшатпăр унта. Ачасем туллин савăнма пултарнишĕн Мăн Сĕнтĕр райпо правленине уява килнисен ячĕпе чĕререн тав тăватăп.
Райпо çулсерен ирттерекен раштав уявне район администрацийĕнчен пынă З. Дипломатова та, Чăвашпотребсоюз правленийĕн ертÿçин çумĕ И. Яшмолкина та ырласа палăртрĕç.
Ырри ытларах вăй илни пурне те савăнтарать.