Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле асăрханасчĕ

13 января 2016 г.

 

Çĕнĕ çул уявĕсем хăвăрт хыçа юлчĕç. Çак вăхăтри кану кунĕсем епле иртрĕç-ха; Ку ыйту çине хурав шыраса патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕпе Олег БАСКАКОВПА çыхăнтăмăр:

- Çĕнĕ çулăн савăнăç ытамне лекни пĕр вăхăтрах хăйне евĕр йывăрлăх та кăларса тăратать. Уява хатĕрленсе патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕ профилактика ĕçне май пур таран анлăрах ирттерме тăрăшрĕ пулин те, асăрхаттарусене пурте пăхăнманнипе район территорийĕнче инкексем пулчĕç.

Инкексем тенĕрен. Раштавăн   31-мĕшĕнче Шомик ялĕнчи пурăнмалли çуртра "хĕрлĕ автан" хуçаланма пуçланă. Çакăн пирки пушар хуралне вăхăтра пĕлтерни инкек калăпăшне палăрмаллах чакарма май пачĕ. Пушарнăйсем вырăна вăхăтра çитнĕрен пурлăх кĕлленнине пăхмасăрах пурăнмалли çурт-йĕре сыхласа хăварма май килчĕ. Пушар тухнин сăлтавĕ - килти хушма хуçалăхри электропроводка юсавсăрлăхĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи юлашки тĕслĕх (39 инкек) пулчĕ. Çак пушар сăлтавĕ çинче уйрăм асăрхаттару та туса хăварас килет. Умра - кăрлач сиввисем. Çак вăхăтра çынсем электропроводкăпа анлă усă кураççĕ. Пĕр розеткăран темиçе пробор патне электричество ярса электропроводкăна "хĕртсе" ямалла мар. Электричествăпа нумай усă курнă вăхăтра ĕçлекен приборсене никам пăхмасăр пăрахса хăварассинчен сыхланмалла.

Кăçалхи пĕрремĕш пушар вара кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнче Хунтăкассинче алхасрĕ. Виçĕ çул каялла пулнă пушарта пурăнмалли çуртсăр юлнă кил хуçи сарайĕнче пурăнмалли кĕтес йĕркеленĕ пулнă. Хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕпе пурăннăскерĕн мĕн сăлтава пула пушар тухнипе тата унăн тыткăнĕнче 63 çулхи кил хуçин пурнăçĕ татăлнипе уголовлă ĕç пуçарнă. Унпа паян тивĕçлĕ органсем ĕçлеççĕ.

Кунта хаçат вулакансене хĕл сиввинче кăмакасемпе асăрхануллă пулмалли пирки калатăп. Кăмакари вутта чĕртнĕ чух хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе усă курма юрамасть тата çунакан кăмакана пĕччен хăвармалла мар. Çак хăрушлăха çынсен ялан асра тытасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика