13 января 2016 г.
Прокуратура органне эпир право тĕлĕшĕнчи йĕркешĕн тата саккунлăхшăн çирĕп тăракан шанчăклă орган вырăнне йышăнатпăр. Вăл е ку çивĕч ыйту пулсан та тĕрĕслĕх шырама район прокуратурине çул тытатпăр. Ĕнерхи кун вара асăннă ведомствăн уяв пулчĕ. Çавна май эпĕ район прокурорĕпе Сергей Павловпа калаçу ирттертĕм, район территорийĕнче саккунлăха сыхлас ĕç епле пынипе кăсăклантăм.
- Сергей Владимирович, эсир граждансен шанăçне туятăр-и, сирĕн пата вĕсем мĕнле ыйтусемпе пыма пултараççĕ?
- Ыйту çине тÿрремĕнех хуравланă май, çакна палăртатăп. Кирек епле саккунсăрлăха уçассинче граждансемпе тачă ĕçлени, вĕсен информацийĕ пысăк пĕлтерĕшлине туйса тăратăп. Ку вăл пĕр-пĕрне шанса та ăнланса ĕçлени пулать.
Пирĕн ĕçри тĕп утăм - граждансен прависене тивĕçлĕ шайра хÿтĕлесси, коррупципе çивĕччĕн кĕрешесси тата ытти йĕркесĕрлĕхе хирĕç тăрасси. Эпир пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата пенси тÿлес сферăри, ĕç сыхлавĕнчи саккунлăха кулленхи тимлĕхре тытатпăр. Граждансен прокуратура органĕ яланах саккунлăх хуралĕнче пулнине асра тытмалла, тĕрĕслĕх шырама именмелле мар, çавăн пекех тĕрлĕ йĕркесĕрлĕх пирки информацие вăхăтра пĕлтермелле. Çавăн чухне кăна пĕрлехи тăрăшулăхпа саккунсăр ĕçе ура хума май килĕ.
Иртнĕ çул район прокуратуринчи ятарлă йышăнăва 79 çын килнĕ. Инвалидăн ирĕкĕпе правине туллин хÿтĕлессине тĕрĕслес тĕлĕшпе социаллă учрежденисенче пултăмăр. Шомикри психоневрологи интернатĕнче йышăну ирттернĕ май, унта пурăнакан пĕр çын унăн пенси укçине епле тăкакланипе кăсăкланчĕ. Асăннă учрежденире тĕрĕслев ирттерме тиврĕ, ертÿçĕне асăрхаттартăмăр, должноçри пĕр çынна явап тыттартăмăр. Çавăн пекех ытти учрежденире те пултăмăр. Унсăр пуçне вăрçă ветеранĕсемпе вĕсен çемье членĕсем, сывлăх енчен хăш-пĕр кăлтăклă çынсем валли вĕсем пурăннă вырăнта йышăну ирттертĕмĕр. Республика прокурорĕн хушăвне вăя кĕртнĕ май, район прокурорĕ тата унăн çумĕ ятарлă графикпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен тата организацисен ĕçĕпе паллашрĕç.
Граждансенчен 2014 çулта 226 çăхав йышăннă пулсан, 2015 çулта - 247. Çынсем ку енĕпе активлă пулнине вĕсен право тĕлĕшĕнчи тавракурăмĕ ÿснипе тата пуçарулăхпа ăнлантармалла пулĕ. Ĕç законодательствине пăхăнни пирки пăшăрханакан йышĕ чакни курăнать, кун пекки 6 çăхав пулчĕ. Çĕр ыйтăвĕпе 16 заявлени йышăнтăмăр. Çурт-йĕр законодательствине пăхăнманнипе 18 çăхав регистрацилерĕмĕр.
- Кулленхи тĕрĕслевсем мĕн пирки калаççĕ?
- Кулленхи тĕрĕслевсем саккуна пăхăнса пурăнма тата ĕçлеме хистеççĕ. Район прокуратурин ĕçченĕсем уйрăммăн тата ытти ведомство представителĕпе пĕрле тĕрлĕ объектра тĕрĕслев ирттереççĕ. Ростехнадзорăн Атăл çи управленийĕн тата пирĕн ĕçченсем пĕрле черетлĕ рейд ирттерчĕç, сирпĕнекен тата пушар хăрушлăхлă производство объекчĕсене лицензисĕр эксплуатациленине тимлĕх уйăрчĕç. Çавна май виçĕ ял хуçалăх организацийĕн ертÿçисене асăрхаттарма тата яваплăха кĕртме тиврĕ.
Çул çитмен ачасене пăхса усрама алимент тÿлемен ашшĕ-амăш тĕлĕшпе килнĕ çăхавсем тăрăх тĕрĕслев ирттернĕ май, суда 1 228 000 тенкĕлĕх 23 иск тăратма тиврĕ. Çак ыйтăва район прокурорĕ çумĕнчи ведомствăсем хушшинчи ĕç ушкăнĕнче те пăхса тухрăмăр.
Ĕç законодательствине пăхăннин тĕрĕслевĕ çапларах. Ĕç сыхлавĕнче 17 саккунсăрлăх тупса палăртрăмăр. 9 çынна явап тыттарма тиврĕ. Шалу тÿлессинче 44 йĕркесĕрлĕх палăрчĕ, айăплисем ответ тытĕç. 43 000 тенкĕлĕх ĕç укçи шыраса илме 10 иск тăратрăмăр. Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсенчи пайĕн ертÿçин ыйтăвĕпе çар ретне тăрассинчен пăрăннă яш тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Район сучĕ яш айăплине çирĕплетрĕ, 50 000 тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăнчĕ.
Прокуратура йĕркене пăсакансене саккунлăх чи çÿллĕ шайра пулмаллине тата ăна кирек хăш тăрăхрине пăхмасăр яланах пăхăнмаллине çирĕплетсе парать. Çакна тĕпе хурса ку орган Конституцире çирĕплетнĕ кашни енĕн саккунлă прависене туллин хÿтĕлет. Палăртса хăваратăп, йĕркене пĕтĕмĕшле пăхăнасси мĕнле пурнăçланнинче прокуратура ĕçченĕсен тÿпи пысăк. Пирĕншĕн вара пурте пĕр тан: пуçлăх-и вăл е ахаль çын - йĕркене пăснă пулсан кашни çыннăн ответ тытмалла. Обществăри саккунлăхпа йĕркелĕхе прокуратура гарантилет.
Эпĕ хамăн пĕчĕк те тăрăшуллă коллектива çирĕп сывлăх та ăнăçу сунатăп.
- Тавах калаçушăн. Район прокуратури малашне те хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласса шанăпăр. Професси уявĕпе сире тепĕр хут саламласа çирĕп сывлăх сунатпăр.
Р. Макарова калаçнă.