Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сасăлама ан манăр

13 января 2016 г.

 

"Республика" хаçат редакцийĕ "Сирĕн районти паллă çынсем" конкурс пулассине маларах пĕлтернĕччĕ. Интернет-конкурсăн малтанхи тапхăрĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ. Унта республикăри чылай район хутшăннă. Хаçат редакцийĕ тĕрлĕ ялпа хулари тăрăшуллă та паллă çынсем пирки çырнă çĕр ытла хайлав йышăннă.

Асăннă конкурсран пирĕн район та аякра юлман. Унта районти ача-пăча пултарулăх çурчĕ тата Атапай шкулĕ хутшăннă. Вĕсем пирĕн районти сумлă çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Халĕ онлайн-сасăлав пырать. Районти чи ăнăçлă та тăрăшуллă çын кам пуласси сирĕн сасăлавран та чылай килет. Эсир "Республика" хаçат сайтĕнче (wwwĕrespublika21ĕru) январĕн 31-мĕшĕччен сасăлама пултаратăр. Хамăр ентешсемшĕн сассăрсене пама ан манăр!

Р. Макарова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика