13 января 2016 г.
Тĕрлĕ документ кирлĕ чухне пирĕн район çыннисем Муркашри Нумай функциллĕ центра кайни меллĕ пулнине ăнланса илчĕç, хăнăхрĕç те ĕнтĕ.
Кăçалтан пуçласа çак центрăн ячĕ улшăнчĕ. Малашне вăл «Патшалăх тата муниципалитет услугисен «Манăн документсем» центрĕ» муниципалитетăн хăйтытăмлăх учрежденийĕ ятпа ĕçлет. Каламалла, «Манăн документсем» республикăн пĕрлехи бренчĕ шутланать.
Муркаш район администрацийĕ пулăшнипе вара çак центр хăйĕн малтанхи вырăнĕнчен пысăкрах лаптăклă пÿлĕме куçать. Ку районта пурăнакансемшĕн те питĕ меллĕ пулĕ, мĕншĕн тесен малашне кунта 3 чÿречере кăна мар, 5 чÿречере те йышăнĕç. Çынсемшĕн ăнланма çăмăл пултăр тесе кунта пайсене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа палăртнă.
Çапла «Электрон черет» уйрăмĕ хĕрлĕ тĕслĕ, кунта çырăннипе йышăнма тата çынсем килсе тăнă май черете талон илсе йĕркелеççĕ. «Тивĕçтерÿ» уйрăмне хăмăр тĕспе палăртнă. Кунта специалистсем заявленисем йышăнаççĕ. «Хушма тивĕçтерÿ» уйрăмĕ шупка хăмăр тĕслĕ. Кунта патшалăх тата муниципалитет услугисене электрон мелпе илес тесе ирĕклĕнех Интернет урлă патшалăхăн пĕрлехи порталĕнче регистрациленме пулать.
Патшалăх услугисен «Манăн документсем» центрĕ организацисемпе уйрăм çынсене федераци, республика тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерет. Çакна май кунта пурлăх правине, кадастр учетне регистрацилеме, РФ гражданинĕн паспортне улăштарма, ют çĕршыва тухса çÿремелли паспорт хатĕрлеме пулать. Социаллă пособисем тата тÿлевсем илсе тăма та кунтах заявлени çырма май пур. Кунсăр пуçне амăш капиталне тивĕçмелли патшалăх сертификатне, СНИЛС, пенси илес ыйтусене те кунтах татса парĕç. Строительство ĕçне пуçарма ирĕк паракан документа та, туса лартнă объекта хута ямалли ирĕке те кунтах килсе илмелле. Ытти нумай ыйтупа та центр яланах вăхăтра тивĕçтерет.
Çитес вăхăтра вара центр пĕр документпа кăна мар, харăсах тĕрлĕ документпа тивĕçтерме тытăнĕ. Калăпăр, ача çуралнăран кирлĕ пулса тухнă пур документа та пĕр харăсах илме май пулĕ. Тĕрлĕ лару-тăрăва пăхса хунă: «Çамрăк çемье», «Тивĕçлĕ канăва тухни», «Пурăнмалли çурт-йĕр туянасси» тата ыттине те.
«Манăн документсем» центр пуриншĕн те хăтлă, меллĕ - услугăсемпе тивĕçтерессипе те, унта пырса çÿрессипе те. Центр апат вăхăчĕсĕр ĕçлет. Кунти специалистсем кирлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ, документ хатĕррине телефонпа шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Хальлĕхе вăл район администрацийĕн çуртĕнче вырнаçнăскер, кĕçех çĕнĕ вырăна куçĕ: Муркашри почта уйрăмĕпе юнашар, «Россельхозбанкăн» хушма офисĕ вырнаçнă çурта хирĕç.
Н. НИколаева.