13 января 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă саккунпа ача амăшĕн (çемье) капиталĕн программине 2018 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Саккун право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнче пичетленнĕ.
Аса илтеретпĕр: ача амăшĕн капиталĕн программи 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче вĕçленмелле пулнăччĕ. Çапла вара ăна татах икĕ çуллăха тăснă.
2016 çулта ача амăшĕн капиталĕн сумми 2015 çулхи шайра сыхланса юлать, 453 пин тенкĕпе танлашать. Кăçалтан тытăнса тÿлев суммине инфляци шайĕнчен каярах виçепе индексацилесе пырĕç