13 января 2016 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин нумай хваттерлĕ çуртри капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿлессипе çăмăллăхсем туса парасси пирки калакан саккуна алă пуснă.
Çапла вара кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 80 çул урлă каçнă пенсионерсене ку взноса тÿлессинчен пачах хăтараççĕ. 70 çул тултарнисен взноса çуррине кăна тÿлемелле пулать.
Асăннă документа право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнче 2015 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче пичетленĕ. Федерацин çĕнĕ саккунĕ çак ÿсĕмри пĕччен пурăнакан ватăсене кăна мар, вĕсемпе пĕрле пурăнакан пенси ÿсĕмĕнчи ытти çынна та пырса тивет. Урăхла каласан, пенсионерсем пĕрле пурăнаççĕ, вĕсенчен пĕри те пулин 80 е 70 çула çитнĕ пулсан, вĕсем те çăмăллăхпа усă курма пултарĕç.
Саккунра капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿлессипе çынсен ытти категорине те çăмăллăхсем туса парасси пирки калани пур. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăн инваличĕсене, çавăн пекех инвалид ачаллă çемьесене 2016 çултан тытăнса капиталлă юсав ĕçсемшĕн 50 процент кăна тÿлеттерĕç.