Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнти халăхран та чылай килет

20 марта 2013 г.

Ял тăрăхĕсенче район администрацийĕн кунĕсем малалла пыраççĕ. Тĕл пулусем хăйсемех çакна кăтартса параççĕ. Вырăнти влаç представителĕсем халăхпа çакăн пек вырăна тухса чуна хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явни питĕ кирлĕ. «Пирĕн пĕр-пĕрне итлемелле, вăл е ку ыйтăва пĕр-пĕринпе калаçса татса памалла», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев Ильинка ял тăрăхĕнче пулса иртнĕ район администрацийĕн кунĕнче. Районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинче чарăннă май вăл район бюджетне çулталăк тăршшĕпе 100 млн. тенкĕ ытла ÿстерме май килни çинчен асăнчĕ, кăçал вăхăта сая ямасăр татса памалли виçĕ тĕллеве палăртрĕ. Вĕсем вара çаксем: хуçисемшĕн кирлĕ мар шутланакан пай çĕрĕсене ял тăрăхĕсем çине куçармалла, ял тăрăхĕсенчи хуçасăр шутланакан шыв башнисем, гидротехника сооруженийĕсем ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕ пулса тăмалла тата бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстермелле.

Чи малтанах тĕл пулура Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Перцев ял тăрăхĕнче иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Иртнĕ çул Мемеккассинче шыв башнине çĕннипе улăштарма пултарчĕç. Хунтăкассипе Вăрманкасси ялĕсенчи çăлсене юсама кăшăлсем илчĕç. Ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе те сахал мар тимлерĕç. Пурĕ 20 кубла метр çÿп-çапа çĕнĕ полигона илсе кайни унта е кунта выртакан тĕрлĕрен ăпăр-тапăр куписен йышне самаях чакарма май пачĕ.

Вырăнта çирĕппĕн аталанакан ял хуçалăх предприятийĕ çукки, предпринимательсен йышĕ чакни вара вырăнти бюджет «енчĕкне» хулăнлатас ĕçре ура хурсах пырать. Çитес вăхăтра Хунтăкассинче магазин уçăлмалла. Ростислав Николаевич ку енĕпе хуçасăр объектсене ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕ çине куçарса вĕсене арендăна пани, çĕре арендăна панин укçине пуçтарассипе активлăн ĕçлемеллине палăртрĕ.

Юрий Викентьевич çавăн пекех çĕр ыйтăвĕ çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Пурĕ кунта 1503 пай çĕрĕ. Вĕсенчен 456-шĕ хуçисен харпăрлăхне куçнă ĕнтĕ. Кирлĕ мар тесе шутланакан пай çĕрĕсем вара 686. Вĕсенчен 30-не район сучĕн йышăнăвĕпе ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарнă. Тепĕр 138 пай çĕрĕ тĕлĕшпе документсене суда тăратнă. Ку ĕçе тепĕр 500 пай çĕрĕ тĕлĕшпе туса ирттермелле. 4 çын вара пай çĕрĕсем кирлĕ мар тесе йышăнчĕ.

Ку ял тăрăхĕнче пурăнакансене хумхантаракан ыйтусем вара чăннипех те нумай иккен. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн отчечĕ хыççăн залран пĕр ыйту хыççăн тепри пулчĕ. Вĕсем вара тĕрлĕрен. Ял хушшинчи çулсене уçасси пирки те. «Ял тăрăхĕн территорийĕнче 3 пĕлте-рĕшлĕ çул пулнине ял çыннисем туймалла мар. Вĕсене йĕркеллĕ уçса тăмалла. Ку енĕпе подрядчиксенчен ял тăрăхĕн çирĕп ыйтмалла», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.

– Магазин патĕнчи автобус чарăнмалли вырăна мĕншĕн уçмаççĕ;

– Мартăн 8-мĕшĕнче пушар машинисене шыв тултарма анма пĕве патне юра хыртарман. Мĕншĕн;

Çак икĕ ыйту пирки залра икĕ тĕрлĕ шухăш пулчĕ. Пĕрисем çулсене йĕркеллĕ уçтарса тăнине палăртаççĕ, теприсен шухăшĕсем урăхла. Пĕр ыйтупах çакăн пек темиçе шухăш пулни, çавăн пекех пĕр ял ĕнисем тепĕр ял витĕр çул çийĕн утса тухса кайни пĕр-пĕрне тарăхтарни çакăн пек шухăш патне илсе çитерет: пĕр-пĕрне ăнланас тесе сиксе тухнă ыйтусене çийĕнчех сÿтсе явнине, пĕр-пĕрне ăнланма, пĕр-пĕринпе çывăхрах пулма тăрăшнине нимĕн те çитмест иккен. Ку енĕпе тĕл пулура депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В. Кожанов çав тери вырăнлă шухăш каларĕ. Хăй хутшăннипе туса ирттернĕ мероприятисем çинче чарăннă май çакна палăртрĕ:

– Эп мероприяти интереслĕ ирттĕр тесе чупкалани çеç çителĕксĕр. Сирĕн унта пурин те активлă хутшăнмалла, айккинчен сăнаса çеç пăхса тăмалла мар, – терĕ Валерий Иванович.

Çак сăмахсен пĕлтерĕшне пирĕнтен кашнин ăша хывмалла пулĕ. Халĕ вара каялла ыйтусем патне таврăнар.

Пушарпа çыхăннă ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тепĕр хут тишкерме шантарчĕ, чăннипех те çул хупă пулнă-и пĕве патне, мĕншĕн юнашарти Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пушар машини пушар пулнă вырăна час килмен; Ростислав Николаевич çавăн пекех кăçал пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе районта пĕрлехи система туса хурассине, çакă лару-тăрăва лайăх енне улăштарасси çине ырă витĕм кÿрессине палăртрĕ.

Тепĕр ыйту – Куçкăн ялĕн масарĕ тулса кайни, ăна пысăклатмалли. Ку ыйтăва Ростислав Николаевич татса парасси çинчен каларĕ.

Ял урамĕсенче хуçасăр йытăсем чупса çÿреççĕ тенĕрен, хамăр йытăсемшĕн хамăрăн та яваплă пулмалла. Ростислав Николаевич çакăн пек тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Районти административлă комиссин ларăвĕнче çак енĕпе йĕркене административлă майпа пăснăшăн Ильинка ял тăрăхĕнчи 11 çынна штраф тÿлеттернĕ.

– Шупашкарти шыв хранилищин шайне 68,0 метра çитерессипе район панă сĕнÿсене шута илнĕ-и;

– Халăхпа пĕрле сÿтсе явнă хыççăн тăратнă сĕнÿсене тÿрех шута илмен. Район администрацийĕ çине тăнипе Муркашсен шухăшне каярахпа йăлтах шута илнĕ.

Муркашран Тренккăна çÿрекен автобуса Ильинкăна çитиччен çÿреттерес ыйтăва та, çăва тухиччен ял тăрăхĕнче кĕтÿ çÿретмелли вырăн ăçта пулассипе çыхăннă ыйтăва та татса пама шантарчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Ильинка тăрăхĕсене районта шыва кĕмелли вырăнсем пуррипе çукки те кăсăклантарать. Ростислав Николаевич ку енĕпе шыва кĕмелли тапхăр пуçланиччен шыва кĕме ятарлă вырăнсем уйăрнине, вĕсене водолазсем тĕпченине палăртрĕ.

– Эпир обществăлла организаци йĕркелесшĕн. Район администрацийĕ пире пулăшать-ши ку ĕçре;

– Чи малтанах обществăлла организацие мĕн тĕллевпе йĕркеленине, унăн задачисемпе паллашмалла. Енчен те вĕсем халăх пурнăçне лайăхлатассипе, район аталанăвĕ çине лайăх витĕм кÿреççĕ пулсан, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме пулать. Йăлтах саккунпа килĕшÿллĕн пулса пымалла.

Тĕл пулура çĕр ыйтăвĕсем те сахал мар пулчĕç. 60 соттăй çĕре харпăрлăха куçарма пулать-и;

– Çук, пулмасть. Ăна 49 çула арендăна параççĕ. Çав вăхăт иртсен хăвăр е сирĕн ачăрсем ăна тепĕр çакăн чухлĕ вăхăта тăсма пултараççĕ. Анчах та çакна астăвăр. Çĕре арендăна илни çинчен калакан килĕшĕве регпалатăра регистрацилемелле. Унсăрăн çав çĕр ирĕклĕ шутланать, ăна эсир çухатма пултаратăр.

– Пирĕн тăрăхра тем вăрăмăш карта тытса лартакан хуçалăхсем нумайланма пуçларĕç. Хамăр та пĕлместпĕр, те унта качака ферми уçаççĕ, те тата урăх ферма.

Ку ыйту çине хуравланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев çавна палăртрĕ: акă мĕн патне илсе пырать аякран килнĕ çынсене темиçе пин тенкĕпе çынсем хăйсен пай çĕрĕсене сутса яни. «10 пинпе кăна сутнăччĕ», – пулчĕ залран сасă.

Пĕр пай çĕрне 5 – 10 пинпе сутăн илекенсем ăна темиçе çĕр пинпе ярăнтараççĕ. Юлашкинчен вара хамăр ял тăрăхĕнче камсем мĕнле объект тунине те пĕлмелле мар лару-тăру патне пырса тухатпăр. Ростислав Николаевич палламан çынсен ултавне лекес мар тесен пай çĕрĕсене, вĕсем кирлĕ мар тесе шутлатăр пулсан, ял тăрăхĕн харпăрлăхне памаллине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен унпа усă курни хамăр ял тăрăхнех аталантарма пулăшать.

Тĕл пулура ыйтусем татах та пулчĕç. Ростислав Николаевич пурин çине те тулли хуравсем пачĕ. Ял тăрăхĕн аталанăвĕ унта пурăнакан кашни çынран килнине депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕн В. Кожановăн сăмахĕсенчен те яр уççăн курăнать. Валерий Иванович ку енĕпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Ял çыннисем ыйтнипе кунти сцена çинче Шупашкарти нумай артист пулчĕ. Культура çуртне юсама пулăшрĕ. Тротуарпа Ильинка шкулĕнче туалет тăвасси те вăл тăрăшнипех пулчĕ. Вырăнти халăх пурнăçне интереслĕ тăвас тесе тĕрлĕрен уявсем ирттерме те пулăшать.

– Мана ку ĕçре район администрацийĕ пулăшса пырать. Ростислав Николаевич пирĕн проблемăсене ăнланса пулăшма тăрăшать, – терĕ Валерий Иванович.

Тĕл пулăва вĕçленĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев çакна палăртрĕ:

– Вырăнти çынсен ял тăрăхĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшмалла. Активлă пулмалла. Мĕншĕн тесен пĕр ял тăрăхĕн администрацийĕ çине шанса ларнипе нимĕн те пулмĕ.

Çак шухăшпа пирĕнтен кашниех килĕшет пулĕ. Пирĕн çавна асра тытса куллен тимлемелле.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика